Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çемье вăл - юрату управĕ, телей çăлкуçĕ» –çапла каларĕç нумай çул хушши пĕрле килĕштерсе пурăнакансем

16 мая 2015 г.

«Çемье вăл - юрату управĕ, телей çăлкуçĕ» –çапла каларĕç нумай çул хушши пĕрле килĕштерсе пурăнакансем

«Патшалăх вăл - пысăк çемье, çемье вара - юрату çинче тытăнса тăракан пĕчĕк патшалăх», - тенĕ ваттисем. Юрату, пĕр- пĕриншĕн тăрăшни, пĕрне-пĕри хисеплени, шанни, ăнланма та каçарма пĕлни - питех те пĕлтерĕшлĕ çак паха енсем çирĕп те туслă çемьери хутшăнусене йĕркелеççĕ. Çирĕп çемье - сывă обществăн, Чăваш Енпе Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕн шанчăклă никĕсĕ.1994 çултанпа Пĕтĕм тĕнчипех Çемье кунне уявлани те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районта та çак уява çулленех илемлĕ те асра юлмалла ирттереççĕ. Ку енĕпе уйрăмах район администрацийĕн ЗАГС пайĕ чунтан тăрăшса ĕçленине палăртас килет. Маларах ЗАГС пайне ертсе пынă, халĕ ĕç ветеранĕ Е.Федорова, нумаях пулмасть çак «тилхепене» тытнă Т.Матвеева Чăваш Республикинче çемье енĕпе тытса пыракан патшалăх политикине тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланине палăртса хăвармаллах. Майăн 15-мĕшĕнче те ЗАГС пайĕ пысăк уяв йĕркеленĕ. Паян кунта пĕр-пĕрне юратса та ăнланса, ырă сунса пурăнакан, хăйсен ачисемпе мăнукĕсене тивĕçлĕ воспитани паракан мăшăрсене чаплă лару-тăрура чысларĕç. Акă Максим Горький паççулккинче пурăнакан Петр Алексеевичпа Зоя Петровна Ивановсем пĕр-пĕринпе пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ. Петр Иванова 40 çул ытла лайăх паллатăп. «Восход» колхозра çеç мар, районĕпех малта пыракан комбайнерччĕ вăл, ВДНХ медальне те тивĕçрĕ. Мăшăрĕ - Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралнă Зоя Петровна та ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Вĕсем 5 ача - 4 хĕрпе 1 ывăл çуратса ỹстернĕ. Тăван ачисемсĕр пуçне, усрава илнĕ 4 тăлăха ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче пулса пурнăç çулĕ çине тухма çунат панă. Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Николай Васильевичпа Лидия Георгиевна Макаровсен вара - ылтăн туй. Вĕсем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнĕ. Николай Васильевич - районти паллă çĕр ĕçченĕ. Нумай çул хушши Пуянкасси ял Совечĕн тата «Правда» колхоз председателĕнче ĕçлерĕ, халĕ те ывăлĕ ертсе пыракан фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Лидия Георгиевна 40 çул ытла фермăра ĕçлесе республикипех чапа тухнăччĕ. 4 ывăлпа 2 хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем, ывăл-хĕрĕсем пурте хăйсен пурнăçне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Макаровсем темиçе хутчен те кукамайпа кукаçей тата асанне-асатте ята тивĕçнĕ. Пурнăç кустăрми çаврăннă май кунçул урапи малаллах шăвать. Районти паллă журналист ,Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Фомин авланнăранпа та 40 çул çитрĕ. Хăйĕн юратнă мăшăрĕпе - Мария Ивановнапа 2 ывăлпа 1 хĕр çуратса ỹстернĕ, ура çине тăратнă. Эпĕ, Петр Ивановичпа пĕрле 35 çул ĕçленĕ май, унăн ачисем питĕ пултаруллă пулнишĕн, шкула медальпе пĕтернишĕн çав тери савăнатăп. «Улми йывăççинчен аякка ỹкмест», - теççĕ вĕт-ха ваттисем. Фоминсен ачисем ăслă-тăнлă çитĕнчĕç, пурте яваплă вырăнта тăрăшаççĕ. Ветерансене йышлă мăнукĕсем савăнăç парнелеççĕ. Энтĕрьелĕнчи Николай Павловичпа Надежда Ивановна Тихоновсем вара 35 çул каялла пĕрлешнĕ. Ялти чи тĕслĕхлĕ çемье шутĕнче, упăшки те, арăмĕ те ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чун ăшшине шеллемен. Тихоновсем пур ĕçре те пултаруллă, вĕсен килти хушма хуçалăхĕ - районта та чи лайххисенчен пĕри. 2 ывăлпа 3 хĕр çуратса ỹстернĕ, аслă пĕлỹ панă. Аслă ывăлĕ - çар офицерĕ, ун хыççăнхи хĕрĕ - Мускавра тăлмачăра, тепĕр ывăлĕ - Етĕрне хулин прокурорĕн çумĕнче, кĕçĕн хĕрĕ Мускаври банкра тăрăшаççĕ. Уявра юбилярсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Т.Матвеева, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Т.Федотова, Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Петрова тата çывăх тăванĕсем чун-чĕререн саламларĕç. Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ пурне те илемлĕ юрă-ташăпа савăнăç парнелерĕ. Юбилярсене чечек çыххисемпе, парнесемпе чысларĕç. Чи пысăк парне вара - халăх хисепĕ. Çамрăксемшĕн лайăх тĕслĕх пулса çемье вучахĕн çулăмне вуншар çул типтерлĕн сыхласа упракан çынсене - чыс та мухтав!

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика