16 мая 2015 г.
Информаци кунне ирттерме района республикăран ĕçлĕ ушкăн килсе çитет. Унăн йышĕнчи Е.ЮШИН - Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш умĕ (Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче), С.АБРАМОВ - ЧР стандартизаципе метрологи регион центрĕн директорĕ (Пуянкасси ял тăрăхĕнче), В.ЕРМОЛАЕВ - «Юрма» Агрохолдинг» ООО генеральнăй директорĕ (Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче), Н.ЗИНЕТУЛЛИНА - ЧР Сывлăх сыхлавĕ социаллă аталану министрĕн çумĕ (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче), Н.РОМАНОВ - ЧР Ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераци службин управленийĕн ертỹçин çумĕ (Анат Чаткас тăрăхĕнче), А.УХТИЯРОВ - ЧР Патшалăх Канашĕ Аппарачĕн ертỹçи (Чукал ял тăрăхĕнче) пулĕç.
ТĔП ТЕМĂСЕМ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» отчечĕ;
- ачасемпе çамрăксен çуллахи каникул вăхăтĕнчи канăвĕ, вĕсен сывлăхне çирĕплетесси.
Кунсăр пуçне, Информаци кунĕнче Чăваш Республикинчи ертсе пыракан организацисене лицензилес тата 2015 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрти хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те хускатма палăртнă.