Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах асра

16 мая 2015 г.

Çĕнтерỹ  тунăранпа 70 çул çитрĕ. 1418 кун кĕтнĕ çак куна Совет халăхĕ. Çĕнтерỹ кунĕ - савăнăçлă та, хурлăхлă та. Çак кун вăрçăра пĕрле çапăçнисемпе тĕл пулни, пĕрле тылра ĕçленисемпе курнăçни, тĕл пулса калаçни, палăксем умне чечек кăшăлĕсем хуни. Вăрçă...Мĕн тери хăрушă сăмах вăл: аннесен куççулĕ, пин-пин салтак вилĕмĕ, ашшĕсĕр тăрса юлнă тăлăх ачасен тăварлă та асаплă кунçулĕ...Манăн мăн асатте - Петр Михайлович Сергеев. Вăл 1907 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1913 çулта шкула кайнă. Унăн пĕрремĕш учителĕ Анастасия Архиповна пулнă. Мăн асатте пурĕ те 4 класс çеç пĕтернĕ. Йывăр пурнăçа пула ачаллах ĕçе кỹленме тивнĕ. 1938 çулта П.Сергеев МТС çумĕнчи курсра вĕренме пуçланă. Тăрăшнă, тракторист специальноçне алла илнĕ - ялти пĕрремĕш тракторист пулнă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.Малтанхи уйăхĕсенче МТС тракторисчĕсем Улатăр çывăхĕнче окопсем тунă çĕре вăрмантан йывăç турттарнă. Çанталăк питĕ сивĕ тăнă. «Пурте фронтшăн, пурте Çĕнтерỹшĕн» девизпа ĕçленĕ. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче мăн асаттене фронта илнĕ. Украина фрончĕн 75-мĕш стрелоксен дидвизийĕн йышĕпе Орел, Курск, Белгород, Харьков хулисем патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Ворошиловград облаçĕнчи Долгенское ялне тăшман аллинчен туртса илнĕ чух ман мăн асаттене пуçран йывăр амантнă. Юн нумай çухатнăран, госпитальте сипленет. Пĕр уйăхран - каллех строя. Днепр юханшывĕ урлă каçнă чухне каллех йывăр амантаççĕ. Тăнне çухатса икĕ талăк выртать кĕрхи уçăм çинче. Хамăрăн санитарсем ăна асаплăн нăйкăшнине илтсе шыраса тупаççĕ... Çав хушăра П.Сергеев вилнĕ тесе шут- ланă юлташĕсем. Унăн мăшăрĕ Мария Никифоровна патне чаçран П.Сергеев "хыпарсăр çухалнă" тесе çыру янă... Сакăр уйăх ытла тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ хыççăн П.Сергеева 2 ушкăн инвалида кăларса килне яраççĕ. Нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнăшăн манăн мăн асаттене Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» тата ытти медальсемпе наградăланă. Яла таврăнсан, Петр Михайлович Сергеев вăрçăпа юхăннă колхоза çĕклессишĕн вăй хунă. Вăл чаплă столяр пулнă, нумай- нумай çынна сĕтел-пукан, чỹрече рамисем туса пулăшнă, хăй аллипе сĕрме купăс ăсталаса çынсене савăнтарнă. 1986 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче манăн мăн асатте вăрçă суранĕсем шала кайнипе ĕмĕрлĕхех куçне хупнă... Мăн асаттен тăван шăллĕ те - Николай Михайлович Самарин (хушамачĕсене çеç улăштарнă) 1910 çулхи. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулта июль уйăхĕнче илеççĕ. Çар присягине 1941 çулхи августăн 10-мĕшĕнче 39-мĕш саперсен вĕренỹ батальонĕнче йышăнать. 1942 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрьчченех 46-мĕш гварди танк полкĕнче саперсен отделенийĕн командирĕ пулса çапăçать. Тăван çĕршыв Н.Самарина Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата ытти медальсемпе чысланă. Яла таврăнсан вăл столяр-платник пулса ĕçленĕ, колхозра строительсен бригадинче вăй хунă. Н.Самарин 1976 çулта çĕре кĕнĕ. Эпĕ хамăн асаттепе Анатолий Петрович Сергеевпа мăнаçланатăп. Вăрçă пуçланнă çул вăл 13 çулта пулнă, тылра уй-хир бригадинче амăшĕпе - Мария Никифоровна Сергеевапа пĕрле ĕçленĕ.Çу кунĕсенче колхоз хирĕнче çавапа курăк çулнă, çурлапа тырă вырнă, жнейкăпа вырнă тырра кĕлте туса çыхнă. Пурнăç йывăр пулнăран асаттен Шăмăршă вăтам шкулĕнче 6 класс ытла пĕтерме май килмен. Вăл вара Шăмăршăри çыхăну уйрăмне мон- тера вырнаçать. 1947 çулта А.Сергеева ФЗО шкулне вĕренме янă. Вăл кĕске вăхăт- лăх теори занятийĕсем хыççăн юлташĕсемпе пĕрле шахтăра ĕçлеме тытăннă. 1948 çулта декабрьте ăна çар службине кайма повестка панă. Службăна Хĕвеланăç Украинăра ирттерет. 1952 çулта демобилизаци йĕркипе тăван яла таврăннă. «Гвардеец» колхозра пĕр çулталăк ĕçлесен ăна Канашри механизаци шкулне вĕренме янă. Унтан вĕренсе тухсан хăйĕн ашшĕн çул-йĕрне малалла тăснă Толя. Колхоз правленийĕ тăрăшуллă механизатора тĕрлĕ майпа хавхалантарнă. Çĕрпỹри совхоз-техникумра куçăмсăр майпа вĕренме кĕрсен техника паркĕнче механик должноçĕнче тăрăшнă. 1988 çулта мăн асатте пенсие тухнă, анчах ĕçчен çын килте ларман - 10 çула яхăн «Гвардеец» совхоз ферминче ĕçленĕ. Манăн асаттен ĕç стажĕ - 54 çул. Камăн пур ун пекки? Анчах та чире пула вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Нихçан та ан пултăрччĕ вăрçă çĕр çинче, яланах пултăрчĕ мир, кăвак тỹпе!

Руслан СЕРГЕЕВ,

Васан шкулĕ, 7 класра вĕренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика