Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Илпек юратăвĕ ялан чĕрере»

16 мая 2015 г.

«Илпек юратăвĕ ялан чĕрере»

Çулĕсем чылай пулин те, хĕр чухнехи чиперлĕхне çухатманччĕ-ха вăл, кулли те илемлĕ. Хăйшĕн чи çывăх çын пулнă мăшăрĕ - Н.Ф.Ильбеков çинчен çав тери юратса, ăшшăн аса илчĕ, иккĕш пĕрле çапăннă сăн ỹкерчĕксене те кăтартрĕ. Хамăрăн паллă ентешĕн, Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн арăмĕпе Вера федоровнăпа 2003 çулхи хĕвеллĕ май уйăхĕн пĕр кунĕнче чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр, хăмла çырли варенийĕпе тутлăлантарнă чей ĕçрĕмĕр.- Николайпа эпир 1937 çулхи февральте, Çĕмĕрле хулинче паллашрăмăр, - аса илỹ çăмхине сỹтрĕ В.Ф.Ильбекова. - Вăл ун чух çирĕм пĕрререччĕ, эпĕ - вун çиччĕре. Николай Шупашкарти радиора ача-пăча редакцийĕнче ĕçлетчĕ тата институтра вĕренетчĕ. Эпĕ - Çĕмĕрле хĕрĕ - хулари шкулта вăтам пĕлỹ пухаттăм. Пирĕн тĕл пулушăн «айăпли» Н.В.Гоголь пулчĕ. Çапла-çапла, пĕрре те ан тĕлĕнĕр. Эпĕ, вырăс литературипе ăнăçлă экзамен тытнăскер, киле таврăнатăп. Крыльца умĕнче мана кỹршĕ хĕрарăмĕ чĕнсе чарчĕ те, билетра мĕнле ыйтусем пулни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ Н.В.Гоголь пултарулăхĕ çинчен ыйтнине пĕлтерсен, калаçса кайрăмăр. Çав вăхăтра пирĕн тĕле икĕ çамрăк каччă пырса тăнине асăрхаман та эпĕ. Пĕри пирĕн кỹршĕ Лапшин, теприне вара палламастăп. Лапшин пире паллаштарчĕ. «Николай», - терĕ ăшшăн та вăтанчăклăн кулса палламан каччă. Сăмах çине сăмах. Николай та Н.В.Гоголь произведенийĕсене килĕштерни курăнчĕ. Манăн çакăн пек йăла пур: çынпа калаçнă чух унăн куçĕсенчен тинкерсе пăхмалла. Николайăн куçĕсем вара кăн-кăвак та илемлĕ, пысăк. Куласса та вăл пĕчĕк ача пек, вăтанчăклăн кулатчĕ. Çын çине тарăн шухăшлăн, ырă сунса пăхатчĕ. Чăнах та, ăна хитре тееймĕн, анчах кăмăла каймалласкер. Калаçнă чух вара сисмесĕрех темле вăрттăн вăйпа хăй патне туртатчĕ.

- Вера федоровна, эсир хăçан пĕрлешрĕр-ха?

- 1941 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче манăн институтра юлашки экзамен тытмаллаччĕ, 26-мĕшĕнче туй тума килĕшсе татăлтăмăр. Тантăшсем парнесем хатĕрлеме тытăнчĕç. Анчах июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн чечекленекен Тăван çĕршывăмăр çине вăрă-хурахла фашистла Германи тапăнса кĕчĕ. Вăрçă пуçланнă кун каçхине, эпир Илпекпе тĕл пултăмăр. Вăл яланхилле тирпейлĕ тумланнăччĕ, куçĕсем çав тери тарăн шухăшлăччĕ. Николай халь тесен халь тăшмана хирĕç çапăçма хатĕрччĕ. Августăн 13-мĕшĕнче Илпек фронта ăсатма тусĕсене пуçтарчĕ. Ăсату каçĕ хăй тĕллĕнех туя çаврăнчĕ, туссем «йỹçĕ! йỹçĕ!» тесе кăшкăрни халĕ те асăмрах. Августăн 14-мĕшĕнче Илпек вăрçа тухса кайрĕ. Эпĕ унран çакăннă та, ĕсĕклесех йĕретĕп. Николай мана лăплантарасшăн ăшă сăмахсем калать. - Йĕретĕн пулсан, каялла таврăнаймастăп, - терĕ вăл шỹтлесе. Эпĕ çийĕнчех йĕме чарăнтăм. Чи çывăх çыннăма çухатас килмест вĕт.

- Илпекĕн фронтран янă çырăвĕсене аса илейместĕр-и?

- Епле манăн-ха вĕсене! Виличчен те манма пултараймăп. Вĕри юратуллă, илемлĕ, çепĕç, пурăнма шанăç паракан йĕркесем. Вĕсене эпĕ чи хаклă пуянлăх пек упратăп. Николайпа пилĕк çул хыççăн тĕл пулсан, эпĕ ăна çав çырусене кăтартрăм, вуласа патăм. Фронтран таврăнсан, Николай Чăвашгиза редактор пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Макар Хури писатель пире хăйĕн пысăках мар çуртĕнче вырăн тупса пачĕ. Пирĕн пата хăнасем - писательсемпе поэтсем, композиторсем, вулакансем тăтăш килетчĕç. Кĕскен каласан, Макар Хури пỹрчĕ литература лаççине çаврăннăччĕ. Валентин Урташ поэт-юрăç вара тухма та пĕлместчĕ темелле. 1948 çулта, тĕрмерен таврăнсан, Митта Ваçлейĕ поэт та чăн малтан Илпек патне килчĕ. Çакăн пек уçă кăмăллă, çав тери ырă çынччĕ манăн Николай Филиппович. Хăйĕн чи паллă романне - «Хура çăкăра» та Николай Миттана вуласа пачĕ. Вăл малтан «Тăван Атăлта» «Хура ыраш» ятпа пичетленчĕ. - Итле-ха, Микулай, романа «Хура çăкăр» ят пар! - сĕнчĕ Митта произведени тыткăна илнипе шутсăр савăннăскер. Илпек тусĕн сăмахне итлерĕ. 1957 çулта Чăвашгизра «Хура çăкăр» роман çапăнса тухрĕ. Шел, юлташĕн кĕнекине Митта Ваçлейĕ кĕтсе илеймерĕ, çав çул вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Юлташĕн вилĕмĕ Илпек чунне нумай амантса хăварчĕ. Эпир нихăçан та пуян пурăнман, анчах хăнасем валли яланах çăкăр-тăвар пулнă. Чи кирли - чунтан килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пурăнни. Вăтăр пилĕк çул пурăнтăм юратнă çыннăмпа, çав çулсем маншăн чи телейлисем пулнă.

Ив.САЛАНТАЙ-АНАТКАС.

ỸКЕРЧĔКРЕ (сылтăмран сулахаялла): И.М.Саландаев журналист, Илпек Микулайĕн мăшăрĕ В.ф.Ильбекова, халăх писателĕн çывăх тăванĕ П.я.Терентьева тата район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ П.И.фомин. 1985 çул, май, 19.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика