Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсем - шанчăклă ăру

20 мая 2015 г.

Ĕнер районта çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем уçăлчĕç. Кăçал вĕсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ - иртнĕ кунсенче çеç Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнине паллă турăмăр.- Паттăрлăх ĕмĕрлĕхе юлмалла, юлать те, - палăртрĕ вăйăсене уçнă май район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен поли- тикин пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров. - Ветерансен ырă ĕçне паянхи çамрăк ăрăвăн малалла тăсмалла. Çамрăк армеецсене çавăн пекех Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕн тивĕçне пурнăçлакан П.Иванов тата Шăмăр- шăри «Христос çурални» ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, Улатăр епархийĕн Шăмăршă районĕнчи благочиннăйĕ Николай протоиерей саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Вăйăсен малтанхи кунĕнче çамрăк армеецсем стройпа утассипе, юрлассипе тупăшрĕç, хăйсен теори пĕлĕвĕн шайĕ мĕнлерех пулнине кăтартса пачĕç, шывра ишсе ăмăртрĕç. «Зарницăпа» «Орленок» вăйăсен юлашки тапхăрĕ мĕнлерех иртни пирки çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Л.ГОРДЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика