20 мая 2015 г.
СИСМЕРĔМĔР те, май уйăхĕн çуррине те çитсе тăтăмăр. Тепĕр эрнере Христос тĕнне ĕненекенсем çимĕк уявне паллă тăваççĕ. Авалтан пыракан ырă йăлапа, çимĕк умĕн масар çине кайса тирпей-илем кỹреççĕ, вилтăприсем çине чечек акаççĕ- лартаççĕ. Ку вăл - хистесе-хушса тумалли ĕç мар, масар çине тирпейлесси - кашни çыннăн чи таса тивĕçĕ. Ним пытармалли те çук: районти хăш-пĕр ял масарне армак-чармак йывăçсемпе тĕмсем пусса илнĕ, хуçăлса анса хĕрессемпе палăксене çĕмĕрес хăрушлăх пур. Тахçан асаттесем лартнă йывăçсем халĕ ватăлса-çĕрĕшсе пыраççĕ. Вĕсене касса масар çинчен илсе тухмалла. Шел, пирĕн яланах вăхăт çук е пуçарулăх çитмест. «Кăçаллăха капла та юрĕ ĕнтĕ, килес çул касăпăр-ха», - тетпĕр те, кирлĕ ĕç тăвасси çултан çула тăсăлать. Мана тата çакă тĕлĕнтерет: масар çинче тирпей тума çулленех çав çынсем тухаççĕ, икçĕр-виççĕр килĕллĕ ялта аран-аран вунă-вунпилĕк арçын тупăнать. Кун пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пăшăрханса калаçаççĕ. «Мĕн тăвăн ĕнтĕ, хăйсем ăнланмасан, çынсене вăйпа ĕçлетереймĕн», - теççĕ вĕсем. Ман вĕсене Анат Чаткас ялне çитсе килме сĕнес килет. Иртнĕ çул ял масарне тирпейлеме икçĕр çынна яхăн - арçынни те, хăрарăмĕ те, шур сухаллă ватăсемпе мăйăх шăтайман йĕкĕтсем те - кар тăрса тухнăччĕ. Пĕрлехи вăйпа çав тери пысăк ĕç турĕç, хастар çынсене мухтама сăмах та çитмест. Районти комисси кашни çулах ялсен тирпейлĕхне тĕрĕслет, рейд вăхăтĕнче ял масарĕсене те куçран вĕçертмест. Çулленех пĕр йышши çитменлĕхсем куçа тăрăнаççĕ: масар çинче тирпейлесе тухнă та, çỹп-çапа карта çумне купаланă. Каснă йывăçсене те турттарса кайман иçмасса. Кунта нимĕнле илемлĕх пирки те калаçмалли çук. Масар мар, вăрман делянки тейĕн, карта тулашĕ те - çỹп- çап свалки пекех тирпейсĕр. «Тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парăр!» - тейĕç мана. Хăвăр ял масарĕ çине кайса пăхăр-ха, эпĕ кăтартнă çитменлĕхсене курмастăр-и? Кирлех пулсан, манăн фотоаппартпа ỹкерсе илнĕ «çирĕплетỹ» те пур. Ял масарĕ çинче тирпей тума çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ район центрĕнче е хулара пурăнакан ентешсен те хутшăнмалла тесе шутлатăп. Пĕр- пĕр канмалли кун çемйипех яла çитĕр те, алла кĕреплепе кĕреçе тытса масар еннелле утăр. Асатте-асаннен, атте-аннен, ытти çывăх çынсен вилтăприсене тирпейлесе тухăр, чечек акăр-лартăр, хĕреспе картана сăрласа илемлетĕр. Пурте тăрăшсан, масар çийĕ тирпейлĕ те илемлĕ пулĕччĕ. Хальлĕхе вара кун пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать. «Масара сумсăра ан кăларăр; вилтăприсем çĕрпе танлашни, хĕрессем çĕрсе вĕлтĕренпе хупланни, тăванĕсене асăнма килнисем ура утми пуличчен эрех ĕçсе иртĕхни - çак ял халăхĕшĕн чăтма çук намăс», - тесе çырнă Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ хăйĕн «Чыспа тивĕç» очеркĕнче. Питех те тĕрĕс каланă вĕт-ха мухтавлă ентешĕмĕр. Шел, ăслă сăмах кашнин чĕри патнех çитеймест. Эх, ял-йышăм, ял-йышăм...
И.САЛАНДАЕВ.