23 мая 2015 г.
ÇАМРĂК армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене ирттересси пирĕн районта чылай çул каяллах ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал та, майăн 19-20-мĕшĕсенче, район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕ çак вăйăсене тивĕçлĕ шайра йĕркелерĕ. Пĕрремĕш кун, хаваслă линейка хыççăн, районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам тата тĕп шкулсенчи "Орленокпа" "Зарница" командăсем Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнчи лапамра малтан стройпа илемлĕ утассипе, тĕрлĕ командăсене тĕрĕс пурнăçлассипе ăмăртрĕç. Малалла çамрăк армеецсен отделенийĕсем Культура керменĕн курав залĕнче теорилле тĕрлĕ ыйтусем çине _ вĕсем гражданла оборона хỹтлĕхĕпе, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе, пушартан сыхланассипе, çар историйĕпе çыхăннă _ тулли хуравлассипе вăй виçрĕç. Кун хыççăн вăтам классенче вĕренекенсен "Зарница" тата аслă классенче пĕлỹ пухакансен "Орленок" командисем "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче 60 тата 1000 метрлă дистанцисене чупрĕç. Бассейнра вара камандăсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ишрĕç. Майăн 19-мĕшĕнчех çар вăййисем Карапай Шăмăршă вăтам шкул территорийĕнче малалла тăсăлчĕç. Командăсен ертỹçисем (педагогсем) йĕркелесе пынипе çамрăк армеецсен отделенийĕсем палаткăсем карчĕç, хурансем вырнаçтарса, сĕтел-пукан лартса "çар кухнисем" турĕç. Кăштах кансан, чăн-чăн салтаксен пăттине çинĕ хыççăн командăсем тĕрлĕ чăрмавсем витĕр чупса тухассипе тата илемлĕх мелĕсемпе усă курса хăйсемпе паллаштарассипе тупăшрĕç. Каçхине апатланнă тата дискотекăра ташланă хыççăн çамрăк армеецсем, кунĕпе самаях ĕшеннĕскерсем, палаткăсене çывăрма кĕчĕç. Шкулсенчи педагогсем те палаткăсенчех çĕр каçрĕç, пĕр-пĕрин хушшинче лагерь территорийĕнче дежурство йĕркелерĕç. Паллах, районти больницăн "Васкавлă пулăшу" ĕçченĕсем те, полици сотрудникĕ-сем те дежурствăра тăчĕç. Ирхине 7 сехетре тăрса физзарядка тунă, çăвăннă тата апатланнă хыççăн хĕрỹ конкурссем малалла пычĕç. Çĕнĕ куна пуçласа, командăсем пурнăç хăрушсăрлăх йĕркипе çыхăннă конкурсра ăмăртса, пĕтĕмĕшле çарсен хỹтлĕх комплект- не тата противогаз тăхăнассипе, вĕсене хывса каялла тирпейлесе хурассипе ăмăртрĕç. Çĕр çинчен алă вăйĕпе çĕкленессипе, турник çинче упражнени тăвассипе йĕркеленĕ конкурссем те хĕрỹ иртрĕç. Автомат пайĕсене салатса пуçтарасси, унăн магазинĕнчи патронсене кăларса, вĕсене каялла чикесси, пневматика винтовкинчен мишене персе очкосем пуçтарасси çамрăк армеецсене уйрăмах илĕртрĕ. Хĕç-пăшалпа çыхăннă çак конкурссене республикăри çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче вăй хуракан П.Ивановпа А.Шулепов ирттерчĕç. Судьясен коллегийĕ мĕн пур конкурссен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен çамрăк армеецсем строя тăчĕç. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Н.Ендиеров çамрăк армеецсене çар вăййисене лайăх результатсемпе тата ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, отделенисенчи кашни ача пултаруллă та хастар пулнине палăртрĕ. Кашни уйрăм конкурсра 1-3 вырăн йышăннă отделенисене Николай Иванович вĕрентỹ пайĕн Грамотине парса чысларĕ. Вăйăсенче уйрăмах палăрнă отделенисен командирĕсем _ Денис Ермолаевпа Артем Старшов (Карапай Шăмăршă), Михаил Ермошкин (Шăмăршă) та Грамотăна тивĕçрĕç. Çар вăййисен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх "Зарница" ушкăнра Палтиел шкулĕ _ виççĕмĕш, Шăмăршă шкулĕ _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕ пĕрремĕш вырăна тухнине, "Орленок" ушкăнра Пăчăрлă Пашьел отделенийĕ _ виççĕмĕш, Карапай Шăмăршă отделенийĕ _ иккĕмĕш, Шăмăршă отделенийĕ пĕрремĕш вырăн йышăннине пĕлтерсен линейкăна тăнисем хыттăн алă çупса ячĕç. Çак командăсене Н.Ендиеров Грамотăсем парса хисеплерĕ. Пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ отделенисем Кубок та илчĕç. Çамрăк армеецсен вăййисене ирттерме тивĕçлĕ условисем туса панăшăн Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Ермолаев Тав хутне тивĕçрĕ. Районти педагогсем çар вăййисене ачасемшĕн интереслĕ тата нумайлăха асра юлмалла йĕркелерĕç. Çамрăк армеецсене çар пурнăçĕпе кăштах паллаштарни, яшсене маттур салтаксем пулма хатĕрлени _ тав сăмахне тивĕçлĕ ырă пулăм.
И.АНАНЬЕВ.