23 мая 2015 г.
ТЕПĔР чух тĕлĕнетĕп те: хăшпĕр çынсем хамăр районти ялсене те тĕплĕн пĕлмеççĕ, Чукала е Улмаллăна пĕрре те кайса курманнисем те чылай. Эпир ача чухне шкулта экскурси йĕркелетчĕç, районти кашни ялах çуран утса çитеттĕмĕр. Халĕ шкулсенче автобуссем те пур, экскурсие вара Шупашкара е Чĕмпĕре çул тытаççĕ. Хамăр района тĕплĕнрех пĕлни, паллă вырăнсемпе паллашни ачасен чĕрисенче Шăмăршă тăрăхĕпе мухтанас туйăм çуратĕччĕ. Ку _ сăмах май çеç. Тĕп сăмахăм _ иртнĕ юнкун районти чи аякри ялсенчен пĕринче _ чăвашсемпе вырăссем туслă килĕштерсе пурăнакан Чукалта пулни çинчен. 1. Чукалсене Мускав пĕлет! Çапла-çапла, Вырăс Чукалпа Çĕнĕ Чукал çамрăкĕсем çĕршыври чи аслă та чи чыслă вĕренỹ çуртне _ Мускаври Михаил Васильевич Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме кĕреççĕ. Çак университета Чуваш Енрен çуллен икĕ-виçĕ çамрăкран ытла вĕренме кĕреймест пулсан, "упа кĕтессинчи" Чукалтан кайни _ пĕр студент пулса тăрать. "Блат" пур-и чукалсен е урăх вăрттăнлăх-и? _ Мускав куççуле ĕненмест теççĕ. Пире те унта никам та палламасть. Апла пулин те ачасем Ломоносов университетне вĕренме кĕчĕç-кĕчĕçех, _ пĕлтерчĕ мана тахçанхи пĕлĕшĕм Иван Андреев. Иван Федоровичпа Галина Витальевна Андреевсем пилĕк ача çуратса ỹс- тернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ывăлĕ-сем _ Андрей, Виталий тата Федор _ МГУри физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Халĕ хăйсен пурнăçне наукăпа çыхăнтарнă. Тетĕшĕсем хыççăн йăмăкĕ _ Полина тата кĕçĕн шăллĕ _ Михаил та Мускав университетне çул тытнă. Кĕнĕ вĕт вĕренме! Андреевсен ачисем шкулта питĕ тăрăшса вĕреннĕ, çутçанталăк панă талант та пур паллах. Тен, темиçе çултан вĕсенчен хăшĕ-пĕри паллă ученăй та пулса тăрĕ-ха. Питĕ ĕненес килет. Андреевсен çеç мар, Михаил Улюковпа Вячеслав Чугунов ачисем те Мускав университетĕнче вĕренеççĕ. Пыр та калаç Чукалсемпе! Чукал шкулĕнче хăйсен ĕçне чунтан юратакансем, ачасене тĕрĕс пĕлỹ пама тăрăшакан учительсем ĕçлени те _ ял халăхĕн пысăк телейĕ. Шел, тахçан вăтам пĕлỹ панă шкул халĕ пуçламăш шкул çеç пулса тăнă. Мĕн тăвăн, ача сахал... 2. Вун çичĕ ача, икĕ учитель... Чукалти пуçламăш шкулта халĕ 17 ача пĕлỹ пухать, вĕсене 2 учитель вĕрентет. Вырăс ачисем те, чăвашсем те чăваш чĕлхи вĕренеççĕ, чăвашла илемлĕ калаçма хăнăхаççĕ. Галина Владимировна Карзанова вĕрентекен чăваш поэчĕсен сăввисене пăхмасăр калама вĕрентесси çине уйрăмах тимлĕ пăхать. "Сăвă юратакан çын хăй те литература енне туртăнма пултарать, тен, Чукалтан пĕр-пĕр паллă писатель те тухĕ", - терĕ вăл йăл кулса. Ялти библиотека та шкулпа пĕр çуртра вырнаçнă. Тирпейлĕ те илемлĕ кунта. Шел, чăваш кĕнекисем питех те сахал. Хамăрăн паллă ентешĕн Илпек Микулайĕн пĕр кĕнеки те çук. Вулакансен конференцине район хаçатĕнче пичетленнĕ статьясем тăрăх çеç ирттерни, паллах, çителĕксĕр. 3. Сывлăх _ чи хакли Ял ватăлса пыни хытă палăрать, лавккара та, урамра та карчăк-кĕрчĕк çеç куртăмăр. Паллах, çын ватăлас енне сулăнсан чир-чĕр те çыпăçсах тăрать. Юрать-ха, ялта пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ ĕçлет. Çак кунсенче кăна-ха Николай Петрович Яковлев терапевт "Артери гепертонийĕ" темăпа калаçу ирттернĕ. Тĕрĕссипе, Сывлăх шкулĕн черетлĕ занятийĕ вăл. Офиса çур ял ытла пухăнать, врач вĕсене сывлăха упрас тĕлĕшпе усăллă сĕнỹсем парать. Сывлăх шкулĕнче вĕренекен ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ Нина Федоровна Ильичева ялта офис уçнăшăн район ертỹçисене чĕререн тав тăвать. _ Халĕ вăл е ку чирпе Шăмăршă больницине кайса çỹремелле те мар, врачсем килех пырса сиплеççĕ, _ терĕ Нина Федоровна. Ĕç ветеранĕ ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕнче юрлани çинчен те савăнсах каласа пачĕ. "Шел, купăс питĕ кивĕ, туртмассерен шăхăрать,_ пĕлтерчĕ Нина Федоровна._ Тен, май пулсан, ялти клуба çĕнĕ музыка инструменчĕпе тивĕçтерме пултарĕç районтисем". 4. Хаçат вулăпăр _ пурнăçпа тан пырăпăр Ял çыннисем районта тухса тăракан "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата мĕнле хак пани çинчен ыйтрăм та, çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Людмила Нефедова çырăнакансен йышĕ çуллен ỹссе пынине палăртрĕ. _ Интереслĕ хаçат, район пурнăçне туллин сăнлать, - терĕ Людмила Николаевна. _ Пенсионерсем пурте тенĕ пекех район хаçатне çырăнаççĕ. Çамрăк çемьесене те çырăнтаратпăр. Район центрĕнчен аякра пурăннă май, "Шăмăршă хыпарĕ" пирĕн-шĕн çывăх юлташ пекех. Чукалсем район хаçачĕпе кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та туслă пуласса шанса тăратпăр.
И.САЛАНДАЕВ.