27 мая 2015 г.
"ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин регион уйрăмĕ иртнĕ вырсарникун Шупашкар хулин депутачĕсен сентябрь уйăхĕн- чи суйлавне хутшăнма кандидатсем палăртас тĕллевпе суйлав умĕнхи сасăлавне (праймериз) ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕн- чи суйлав участокĕнче алла бюллетень илнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Михаил Васильевич Чăваш Енре праймеризăн пĕрремĕш модельне сăнаса пăхнине палăртнă. Ку мел суйлавçăсене хăйсен политикăри кăмăл-туйăмне пăхмасăр ку е вăл кандидат пирки шухăш-кăмăлне уççăн палăртма май парать. Вăл çавăнпа пĕрлех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ хăçан пуласси çинчен йышăну кăларасси çинчен хыпарланă. "2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнчи суйлав Чăваш Республикин Конституцийĕпе, суйлав саккунĕсен нормисемпе килĕшỹллĕн иртессе шанатăп. Республика Пуçлăхĕ пулнă май эпĕ кандидатсен хушшинче таса кĕрешĕве, суйлавăн уççăнлăхне, унăн тупăшăвне, легитимноçне йĕркелеме тивĕçлĕ", _ тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ участока килнĕ хула халăхĕпе тĕл пулса калаçнă. Вăл суйлав участокне чылайăшĕ çемйисемпе килнине ырласа палăртнă: "Шупашкарта экономикăпа, пурнăç йĕркеленĕвĕн ыйтăвĕсемпе çеç мар, политикăпа та кăсăкланакан çын нумай пулни пире савăнтарать".
"Хыпар" хаçатран.