27 мая 2015 г.
ЫТАРМАЛЛА мар илемлĕ вырăнта сарăлса ларать Шăмăршă тăрăхĕ. Вăрманĕ те, улăх-çаранĕ те, тăрна куçĕ пек тăрă шывлă çырмисем те пирĕн ене илĕртỹллĕ сăн кĕртеççĕ. "Çут хĕвел шевлипе вăранать Шăмăршьен, Шăпчăксен юррипе илĕртет инçетрен. Шăнкăр-шăнкăр саспа Хырла шывĕ юхать, Вĕлле хурчĕ вĕçсе чечеке чуптăвать", _ тесе çырнăччĕ эпĕ темиçе çул каялла. Ял илемĕ унта пурăнакан çынсенчен, вĕсем тирпейлĕхшĕн мĕнле тăрăшнинчен питĕ нумай килет. Шел те, район центрĕнче тата ялсенче чуна çĕклекен тирпейлĕх курма çук-ха. Акă ĕнер кăна Шăмăршăри аслă урампа _ автостанцирен пуçласа полици уйрăмĕн кантурĕ патне çитичченех _ утса тухрăм. Çурт умĕсенчи пĕчĕк пахчасенче мĕн çитĕн-тернипе интереслентĕм. Хăшĕ-пĕри пахчаçимĕç акнă-лартнă пулсан, чылай çĕрте вĕлтĕренпе тĕрлĕ хыт-хура çеç ашкăрать. Чечек çитĕнтерекенсем ытла та сахал. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан хăшпĕр çынсем, темшĕн, чечек акса-лартса ỹстерме кăмăлламаççĕ. Пахча, çурт умĕ, урам илемлĕ пуласран хăратпăр-ши? Халĕ пасартан тем тĕрлĕ чечек калчи те, тем тĕрлĕ вăрлăх та туянма пулать. Темиçе хваттер пĕрле укçа пуçтарса та чечек калчи туянма май пур. Кỹршĕллĕ районсенче кăçал çакăн пек ырă пуçару тунă: "Чечексĕр пĕр çурт та пулмалла мар, çамрăк ăрăва та чечексене юратма вĕрентмелле!" Пирĕн вĕсенчен мĕншĕн юлмалла? Ĕлĕкрех ялсенче тирпей-илем тăвассипе эпир республикипех малтисен шутĕн-чеччĕ вĕт-ха. Халĕ мĕн пулчĕ сана, ял-йышăм? Атьăр-ха кăçалхи çуркунне тирпей-илем тăвас енĕпе ĕç-пуçа тĕпрен лайăхлатар, малашне чи тирпейлĕ районсенчен пĕри пулса тăрар. "Çỹп-çапа тасатса тăнă çĕрте мар, пачах та вараламан çĕрте тирпейлĕ-рех", _ тенĕ ваттисем. Эпир вара ăçта кăна вараламастпăр-ши? Çырма-çатра хĕрринче, вăрман тăрăхĕсенче, урам вĕçĕсенче çỹп-çап тăкса тултаратпăр та, "Караул, коммунальщиксем тасатмаççĕ!" _ тесе çухăрашатпăр. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ĕçлеменшĕн ỹпкелетпĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ темле харсăр çын пулсан та пурне те курса ĕлкĕреймест, тавралăха варалакансене те алăран ярса тытма йывăр. Тирпейлĕ пурăнас тесен, вараламалла мар! Çак чăнлăха мĕншĕн ăнланса илейместпĕр-ши, тăван район çыннисем? Хăшпĕр çынсем, уйрăмах çамрăксем, ытттисем тунă тирпейлĕхпе илемлĕхе хисеплеменни тата чунсăрлăх кăтартни те хытă пăшăрхантарать. Акă Çĕнтерỹ уявĕн кунĕнче çынсем Шăмăршăри налук инспекцийĕ çумĕнчи хĕрлĕ тĕслĕ çурт пахчинчи илемлĕ тюльпансем çине пăхса савăннăччĕ. Тепĕр ирхине, çав çурт па- тĕнчен иртнĕ чух, тюльпансене такамсем таптаса-хуçса пĕтернине асăрхарăм. "Аманнă чечексене куртăм та, куçран куççуль юхса анчĕ, _ пăшăрханса калаçрĕ пахчара ĕçлекен хĕрарăм. _ Урам илемĕ пултăр тесе тăрăшрăм вĕт-ха, пăхса ỹстертĕм. Мĕншĕн çак илеме тискеррĕн тĕп тумалла-ха?" Чăнах та, мĕншĕн? Çак ыйту çине кам хуравлĕ пире? Шел, хуравне кĕтсе илеймĕпĕр. Ачаран чечек çитĕнтерме, илеме юратма-упрама вĕрентсе ỹстермесен, çитĕнсе пынă май çамрăксем ырă чунлă пуласси иккĕлентерет. И.САЛАНДАЕВ.