Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмесĕр ĕçлесен

30 мая 2015 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Андрейпа Александра Прохоровсем ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Çамрăк çемьен кил картинче _ сăвăнакан икĕ ĕне, виçĕ вăкăр. Прохоровсем куллен предпринимателе сĕт сутаççĕ, çапла майпа çемье бюджетне укçа-тенкĕпе пуянлатаççĕ. Вăкăрсенчен иккĕшне вĕсем хĕл каçарма палăртаççĕ. Виççĕмĕшне вара çак кĕркунне аш-какая ăсатма шутлаççĕ. Кунсăр пуçне çамрăксем хăйсен пахчинче, 20 сотăй лаптăк çинче сухан-севок та акса хăварнă. Прохоровсен хăйсен яланхи клиенчĕсем пур _ продукцие сутас тĕлĕшпе йывăрлăхсем пулмĕç. Паллах, йышлă выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм та, чĕкĕнтĕр те нумай кирлĕ. Пай шучĕпе тивĕçнĕ çĕр çинче Прохоровсем нумай çул ỹсекен курăк вăрлăхне акса хăварнă. Çĕр лаптăкĕ çинче Прохоровсем çуллен кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеççĕ. Утă типĕтсе хатĕрлессинче те, выльăх-чĕрлĕх пăхассинче те Андрейăн амăшĕ, Вера аппа, сисĕмлĕ пулăшу парса тăрать. Вăлах мăнукĕ-сене те _ саккăрти Ярославпа виççĕри Василисăна та _ куллен пысăк тимлĕх уйăрать. А.Прохоровăн аслашшĕпе асламăшĕн пахчи те ĕçе кĕмесĕр юлмасть _ ун çинче ĕçчен çемье çĕрулми тата выльăх чĕкĕнтĕрĕ акса-лартса çитĕнтерет. Кунсăр пуçне Прохоровсен картишĕнче _ йышлă чăх-чĕп, индокăвакалсем. Çапла, ỹркенмесĕр ĕçлесен çемье сĕтелĕ çинче сĕт-çăвĕ те, аш-какайĕ те ытлă-çитлĕ пулать. Ытлашши продукцие сутни те, севок çитĕнтерни те ĕçчен çемьене сисĕмлĕ тупăшпа таврăнать.

А.ШОМПОЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика