Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 30 çул ытла - юратнă ĕçре

30 мая 2015 г.

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Л.Измукова райцентрти "Христос çурални" ячĕллĕ чиркỹрен хваттере таврăнсан _ Лидия Ксенофонтовна унти хорта юрлать, кĕлĕсем ирттерме хутшăнать _ диван çине ларчĕ те тарăн шухăша путрĕ. Калама кăна: пурнăç каçалă- кĕнче сисĕнмесĕрех 75 çул хыçа юлнă! Шкулта педагог ĕçĕнче 31 çул чăтăмлăн та каннăçсăррăн ĕçленĕ, виçĕ ывăлпа икĕ хĕрне ура çине тăратассишĕн, вĕсене тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшнă май, ватлăх сукмакĕ çине тухнине асăрхаман та иккен... Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Лидия пĕр çулталăк та тултарман пулнă-ха. Ашшĕ, Пуянкасси колхозникĕ Ксенофонт Фролович Андронов, хăйĕн юратнă мăшăрне Серафима Николаевнăна тата сăпкари хĕр пĕрчине чуп туса илнĕ те хаяр вăрçăн виççĕмĕш кунĕнчех ялти ытти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайнă. Çамрăк çемьен вăрçă вăхă- тĕнчи синкерлĕ шăпи... 1941 çулхи сентябрьте кил-çурта чун-чĕрене ыраттаракан хурлăхлă çыру килнĕ: К.Ф.Андронов хĕрлĕармеец Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăюллăн çапăçса хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă... Юратнă мăшăрне ĕмĕрлĕ-хех çухатнă хыççăн Çерахви аппа йывăр хуйха колхоз ĕçĕнче пусарма тăрăшнă, хăйсен пĕртен-пĕр хĕр пĕрчине тĕрĕс-тĕкел ỹс- терсе çитĕнтерес тесе пур вăйран тăрăшнă. ... 1947 çулта Лидия ялти шкула çỹреме пуçланă. Урара _ çăпата, хул пуççи çинче _ пир сумкка. Хĕрача, ăнкаруллăскер, пур предметпа та "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. _ Пире пуçламăш классенче Тутарстанри Хурăнвар Шăхаль хĕрĕ, Лидия Ильинична, вĕрентетчĕ _ аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.Измукова. _ Хура çивĕтлĕскер тата чиперскер, вăл питĕ тирпейлĕ тумланса çỹретчĕ. Учительница уроксене тĕплĕн ăнлантаратчĕ. Ăна ачасем кăна мар, ял çыннисем те килĕштеретчĕç. Пĕррехинче, 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне, çамрăк педагог ачасене ỹссен кам пулассипе çыхăннă темăпа килтен пĕчĕк сочинени çырса килме хушнă. "Эпĕ ỹссен Лидия Ильинична пекех лайăх учительница пуласшăн, ачасене вулама, çырма тата шутлама вĕрентесшĕн...", илемлĕ почеркпа шăрçаланă Л.Андронова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Ялти 7 çул вĕренмелли шкултан Мухтав хучĕпе вĕренсе тухсан, 1954 çулта, мал ĕмĕтлĕ сарă хĕр Палтиелĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ пухнă. 7 çухрăмри шкула куллен çуранах çỹренĕ. Вăтам шкул пĕтерсе Канашри педагогика училищине вĕренме кĕни Пуянкасси хĕрĕшĕн ĕмĕр манăçми пулăм пулса юлнă. Учитель дипломне илсен, 1961 çулта, Лидия Ксенофонтовна тăван ялти шкулта педагог биографине пуçланă. Малтанласа пионервожатăй пулнă. Каярахпа 5-7 классенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1971 çултан тытăнса пуçламăш классенчи ачасене пĕлỹ панă. 1975 çултан вара Лидия Ксенофонтовна Васан шкулĕнче ĕçленĕ. Унта та пуçламăш классен учителĕ пулнă. 1992 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă. 1964 çулта çамрăк учительница Васан йĕкĕчĕпе _ Иван Измуков механизаторпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемье кил-çуртне виçĕ ывăлпа икĕ хĕр илемлетнĕ. Шел, кил хуçи хĕрĕхрех пурнăçран уйрăлса кайнă. Ун чухне асли, Геннадий, вунпиллĕкре пулнă, кĕçĕнни Лариса _ пиллĕкре. Лидия Ксенофонтовна çемье лавне пĕчченех туртнă, шкулта яланах тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă, уроксене çỹллĕ методика шайĕнче ирттернĕ. Л.Измукова хăйĕн ачисене пурне те тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ панă. Тăваттăшĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Ирина амăшĕн профессинех суйласа илнĕ. И.Ендиерова _ Васанти тĕп шкул завучĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Лидия Ксенофонтовнăна "РФ Çутĕç отличникĕ" паллăпа, Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин тата районти çутĕç пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çак кунсенче 75 çул тултарнă Лидия Ксенофонтовнăна юратнă ачисем, 9 мăнукĕ, пĕр кĕçĕн мăнукĕ тулли савăнăç кỹр- се тăраççĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика