03 июня 2015 г.
ПИРĔН Шăмăршă тăрăхĕн- чи ялсенче пысăк юханшыв та, тарăн пĕвепе кỹлĕ те çук. Апла пулин те çу кунĕсенче ачасем тата çитĕннисем шыва путнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Юлашки вунă çул хушшинче кăна районта 3 ачапа 2 çитĕннĕ çын путса вилнĕ. Путма пуçланине çăлса хăварнă тĕслĕхсем _ вуншар. Иртнĕ çул хамăр хаçатра Ярăслав ачин паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнăччĕ. Хаçатра çырнă хыççăн Палтиел çывă- хĕнчи вăрманти водохранили- щĕре те шывра путма пуçланă пĕр ачана çăлса хăварни çинчен пĕлтерчĕç. Палтиел çывăхĕнчи водохранилище _ Шăмăршă «тинĕсĕ» пирки _ уйрăм калаçу. Кунта шыва кĕме юраманни, пурнăçшăн пысăк хăрушлăх пурри çинчен хаçатра пĕрре кăна çырман. Апла пулин те водохронилище ачасене те, çитĕннисене те хăй патне магнит пек туртать. Водохранилищĕре ĕçлекенсем пурне те сыхласа та пĕтереймеççĕ, çакăн пек пысăк лаптăка хураллама май та çук. Пулă тытма тата ăçтан-ăçтан кăна килмеççĕ-ши? Вăлтапа çеç мар, браконьер хатĕрĕсемпе тыткалакансем те пур. Вĕсем çутçанталăка пысăк сиен кỹреççĕ. Çу кунĕсенче аслисен çав тери тимлĕ пулмалла: ача-пăча хăй тĕллĕн шыв хĕррине кайни _ хăрушлăх! Районта ачасем шыва путса вилнĕ тĕслĕх-сене тишкерни çакна кăтартса парать: хăрушă инкек ялан тенĕ пекех çитĕннисем юнашар пулманнипе килсе тухать. Шăмăршăра «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлнăранпа бассейнра шыва кĕрекенсем, кунтах ишме вĕренекенсем нумайланчĕç. Бассейнсем çу кунĕсенче те ĕçлеççĕ. Район центрĕнче пурăнакансем çеç мар, ялсенчен килсе те сывлăха тĕреклетме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн шутласа пăхмаллах: хăйсен ачине инкек-синкекрен сыхлас тесен, ăна çырма хĕррине яриччен эрнере пĕрре те пулин Шăмăршăри бассейна илсе килни аванрах мар-ши? Çуллахи каникул кунĕсенче ялти тăванĕсем патне хуларан та йышлă ача-пăча килет. Хула ачисем, ялтисемпе танлаштарсан, шухăрах пулнине пурсăмăр та пĕлетпĕр. Асаттепе асаннешĕн, кукаçейпе кукамайшăн çав тери канăçсăр вăхăт пуçланчĕ. Мăнукĕсемпе инкек-синкек пуласран Турри сыхлатăрах ĕнтĕ. Шывра инкек пуласран тата пĕчĕккисем вут-кăварпа алхасасран сыхласси те _ аслисен тивĕçĕ. Йывăç тăррине улăхса, сарай тăррине хăпарса кайса та ачасем инкек курма пултараççĕ. Асăрханулăх, тепĕр хут асăрханулăх кирлĕ. Пĕчĕккисене кашни кунах _ ирхине те, каçхине те _ мĕн тума юраманни çинчен каласа ăнлантармалла. Ачăрсемпе мăнукăрсем кампа туслашнине те асăрхăр: ырă çынран ыррине вĕренччĕр, усал ĕç тума хĕтĕртекенсенчен аякра тăччăр.
И.САЛАНДАЕВ.