03 июня 2015 г.
ÇУРКУННЕ çитсен кашни эрнерех пасарта курма пулать ăна. Хăй çитĕнтернĕ кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр вăррине хаваспах туянаççĕ Лидия Романовнăран. Пахалăхĕ пирки иккĕленỹ çук. Л.Захарова мĕн пĕчĕкренпех пахчара, садра ĕçлеме кăмăлланă. Куславкка районне кĕрекен Карачи ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче те биологипе хими урокĕсене пуринчен ытла юратнă. Асăннă предметсен учителĕ Людмила Афанасьевна Мишина пек пултаруллă педагог пулма ĕмĕтленнĕ. "Шкулти сăнав участокĕнче хамăр алăпа çитĕн-тернĕ пахча-çимĕç, улма-çырла халĕ те куç умĕнчех. Çамрăк биологсен республикăри конкурсĕнче çĕнтерсе Мускава, ВДНХна экскурсие кайма тивĕç пулни - ман ачалăхри чи телейлĕ самант", - аса илет Лидия Романовна. Паллах, хăй вăл çак ушкăнра хастаррисенчен пĕри пулнă. Вăтам шкула 1957 çулта ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн çĕр ĕçне юратни Лидия Андреевăна (хĕр чухнехи хушамачĕ) Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне, агрономи факультетне, илсе çитерет. Унта виçĕ çул ăс пухнă хыççăн вăл ялхуçалăхĕпе пĕрлех шкул, ачасене вĕрентес ĕç çав-çавах илĕртсе тăнине ăнланса илет, педагогика институтне "биологи учителĕ" специальноçпа вĕренме куçать. Питĕ тĕрĕс йышăну тесе хаклать паян çак утăма педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ачаран ĕмĕтленнĕ профессие 38 çул халалланă вăл, киленсе, чун туртăмĕпе ĕçленĕ. Лидия Захаровăн ĕç биографийĕ 1964 çулта Чукалти сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçланать. Тепĕр çултан килне çывăхарах Васанти вăтам шкула куçма май килет (Çĕнĕ Шăмăршă каччипе - Михаил Захаровпа - пĕрлешнĕ вĕсем Шупашкарта вĕреннĕ вă- хăтра). Унта тата виçĕ çул ачасене биологи вĕрентет. 1968 çултанпа мĕн пенсие тухиччен вара Лидия Романовна - Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕнче вăй хурать. Кунта вăл уроксем ирттернисĕр пуçне шкул участокĕн заведующийĕ пулса та нумай çул хушши тăрăшать. Ку вăл питех те яваплă хушма ĕç. Икĕ гектар çĕр çинче шкул ачисемпе мĕн тĕрлĕ кăна культура çитĕнтермен-ши? Юр ирĕлсе пĕтсенех тытăнса хура кĕркуннечченех çак участокра тăрмашнă, шкул ачисене пахча-çимĕç туса илме вĕрентнĕ. Вăт ăçта кирлĕ пулнă вĕрентекене агрономи факультечĕнче илнĕ пĕлỹсем! Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн "Аслă учитель" ята илме тивĕç пулнă Лидия Захарова. Тата хăйĕн çемйинче, çулсем иртнĕçемĕн, педагогсен династийĕн пуçлăхĕ те пулса тăчĕ. Икĕ ывăлĕ те учитель специальноçне алла илнĕ. Асли акăлчан чĕлхи учителĕ, кĕçĕнни - истори, экономика, право предме- чĕсене вĕрентет. Унсăр пуçне Анатолий Михайлович тăватă çул ĕнтĕ Васанти тулли мар вăтам шкулта директор тивĕçне пурнăçлать. Аслă ывăлĕн мăшăрĕ те 28 çул хушши Мускав облаçĕнчи Химки хулинче шкул ачисене акăлчанла калаçма вĕрентет. Вĕсен хĕрĕ Екатерина та - Захаровсен мăнукĕ - кăçалхипе 8 çул Шупашкарти 4-мĕш лицейра акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Сакăрвунă çулпа танлашать Лидия Романовнăн учительсен династийĕн ĕç стажĕ. Çапла, Захаровсен туслă çемйи 2 ывăпа пĕр хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кашниех икĕ е виçĕ дипломлă тĕрлĕ енлĕ специалист. Пурте çемьеллĕ. Ултă мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук савăнăç кỹреççĕ халĕ ватăсене. Тĕрĕссипе, çулсем самаях хутшăнса пыраççĕ пулин те, ватăсем тесе калаймас-тăн вĕсене. Акă Лидия Романовна, мăнукĕсем çуллахи вăхăтра канма килессе кĕтсе, хĕллехи вăрăм каçсенче алăпа çыхнă темĕн тĕрлĕ тумтир хатĕрлесе хунă - кофта, свитер, жилет, кардиган, хулпуççи çине уртса ямалли витĕсем (накидки)… Пĕринчен тепри пăхса ытармалла мар! Мускавра та питĕ килĕштерсе тăхăнса çỹреççĕ иккен мăнукĕсем асламăшĕ çыхнă парнесене! Тата мĕнпе кĕтсе илет-ши Лидия Романовна хаклă ачисемпе юратнă мăнукĕсене? Паллах, сĕтеклĕ улма-çырлапа, пахча-çимĕçпе. Вĕсен сад пахчийĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ тутлă çимĕç ỹсет - çулталăк тăршшĕпех витаминран татăк тăмаççĕ. Кăнтăрти ăшă çанталăка юратакан культурăсем те лайăх çитĕнеççĕ. Арбузпа дыня, сăмахран, кашни çулах пысăк тухăç параççĕ. Пỹрт умĕнчи самаях пысăк лаптăкра - чечексем. Вĕсене пысăк тимлĕх уйăрать кил хуçи хĕрарăмĕ. Илеме асăрхама, унпа киленме пĕлет вăл. Миçе тĕрлĕ чечек ỹсет хĕвел питтинче - хăй те пĕлмест. Пурпĕрех кашни пасара тухмассеренех татах çĕнĕ йышши чечек тымарĕ е калчине илсе килет, аран пушă вырăн тупса нỹрлентернĕ çĕре асăрхануллă лартса хурать. - Чăн-чăн пурнăç çынни, çĕр çинчи чи хаклă çын, - ытарлăн каларĕ çак сăмахсене Лидия Романовна пирки мăшăрĕ, 80 çулти Михаил Захаров. - 53 çул вăл мана телей кỹрсе тăрать, - сăн-пичĕ савăнăçпа тулса çуталса кайрĕ унăн çак самантра. Лидия Романовна хăйĕн çемйинче çеç мар, вĕренекенсемпе те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тата ĕçтешĕсемпе те яланах пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Халĕ те вăл пуринпе те уçă кăмăллă, кашнинех ăнланма пултарать, çынра лайăххине курма тăрăшать. Июнĕн 1-мĕшĕнче хисеплĕ вĕрентекен, юратнă мăшăр, анне, асанне, кукамай, мăн асанне 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул Сире, Лидия Романовна!
Г.ИВАНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.