06 июня 2015 г.
Июнĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕ уçăлнă. Чаплă та илемлĕ уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республикăри чи пысăк та чи чаплă сооружени континент шайĕнчи хоккей лигин ыйтăвĕсене тивĕçтерет.7,5 пин çын вырнаçакан тĕп арена, тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пỹлĕмсем, кафе, конференц-зал, медицинăпа сиплев центрĕ, автомобильсем лартмалли лапам...- йăлтах хальхи вăхăтри условисене тивĕçтереççĕ. Малашне хоккеистсем, шорт-трекерсем, пăр çинче эрешле ярăнакансем, баскетболистсемпе волейболистсем ăмăртусене хатĕрленĕç унта. «Шупашкар - Арена» турнир-чемпионат ирттермелли тĕп вырăн кăна мар, пысăк уявсем йĕркелемелли центр та пулĕ. Пăр керменĕнчи «Алиса в стране чудес» театрализациленĕ постановкăна 500 ытла артиста, спортсмена, волонтера явăçтарнă. Çавăн пекех тĕнче шайĕнче палăрнă çăлтăрсем - тĕнчен икĕ хутчен, Европăн çичĕ хутчен чемпионĕ, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ирина Слуцкая тата Олимп чемпионки Елена Бережная хутшăннă. Церемоние РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Хоккей федерацийĕн президенчĕ Владислав Третьяк килсе çитнĕ. Хоккей командисем, фигуристсем, шорт-трекерсем кăтартуллă вăййисемпе арена çине тухнă. «Шупашкар-Арена» уçăличчен кермен умĕнче уяв концерчĕ иртнĕ. Унта пултарулăх тата спорт коллективĕсен чи лайăх номерĕсене кăтартнă. Супăнь хăмписем вĕçни, чăн-чăн мар юр çуни куракансене тĕлĕнтернĕ. Урамрах интерактивлă лапамсем, аниматорсем, шерте çинче утакансем, чĕрĕ статуйăсем пухăннисене савăнтарнă. Пăр керменĕн строительстви 2011 çулта пуçланнă, ăна хута ямашкăн 1,6 миллиард тенкĕ тăкакланă. Темиçе çăлкуçпа усă курнă: федераци, республика программисемпе килĕшỹллĕн укçа-тенкĕ уйăрнă тата «Газпром» кĕмĕл парса пулăшнă.
(«Хыпар»).
Цитата
ЧР Физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей ЯКОВЛЕВ:
- Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн 10 çул хушшинче Чăваш Енре 50 ытла спорт объекчĕ тунă е реконструкциленĕ. Вĕсене тумашкăн республика тата федераци бюджетĕнчен 5,2 млрд ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра тепĕр 9 кермен çĕкленет, вĕсенчен 7-шĕ - Шупашкарта. Чи пысăккисем: Пăр керменĕ, велоспорт-маунтинбайк тата биатлон центрĕсем, физкультурăпа спорт комплексĕсем - 2. Çавăн пекех Канашпа Вăрнарта футбол уйĕсем тăваççĕ. Кашни объект финанс тĕрĕслевĕн темиçе тапхăрĕ витĕр тухать. Подрядчиксене палăртас тĕллевпе ятарлă конкурссем ирттеретпĕр. Строительство ĕçне технадзор служби тĕрĕслесе тăрать. Застройщик усă куракан материалсен хакĕ те пирĕн куç умĕнчех. Çак тапхăрта пирĕн пĕр объекта та чарса лартнă тĕслĕх пулман. Пурне те вăхăтра хута янă, республика е муниципалитет харпăрлăхне панă. Федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенкине епле тăкакланине Чăваш Енри Минфинăн тĕрĕслевпе ревизи управленийĕн, Шутлав палатин тата Раççей Фининас надзорĕн ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Ятарлă тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне бюджет укçине вырăнсăр усă курнине ĕнентерекен пĕр тĕслĕх те тупса палăртман.