Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă чỹрече - ачасемшĕн хăрушлăх

06 июня 2015 г.

Çулла çитрĕ. Ачасем çине татах та пысăк тимлĕх уйăрмалли вăхăт. Мĕншĕн тетĕр-и? Шăпах çулла ачасем ытларах инкек кураççĕ. Кунĕпех выляççĕ, чупаççĕ, сикеççĕ е килте пĕчченех юлаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ку тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмалла. Шăрăх çанталăк тăнăран хваттерти, уйрăм çуртри чỹрече кантăкĕсене уçатпăр. Кăштах та пулин уçăрах пултăр тетпĕр те, ачасем пирки манатпăр. Асăрханмаллине чухламан шăпăрлансем чỹрече çине хăпараççĕ те сисмесĕрех ỹкеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр республикăра чỹречерен ỹксе 4 ача вилнĕ, 22-шĕ аманнă. Ачасем, 1-5 çулхисем пулнă. Вĕсем пурте чỹрече çине хăйсем тĕллĕн хăпарнă. Инкек аслисем, ашшĕ-амăшĕ тимсĕр пулнипе, ачасене тивĕçлĕ пăхманнипе пулнă. Кăçал кун пек тĕслĕхсене çĕршыври тĕрлĕ регионта регистрациленĕ те. Çавăнпа та пĕчĕкскерсемпе, çул çитменнисемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Пỹрт-çурта уçăлтарнă чухне тимлĕхе ан çухатăр. Чỹречесем çинче ятарлă блокиратор пулмасан ачасене пỹлĕмре пĕччен ан хăварăр. Чỹрече çумне сĕтел-пукан ан лартăр. Пирĕн пĕрлехи тĕллев — инкексене сирсе ярасси. «Манăн ачасемпе ун пекки пулмĕ» тесе хамăра лăплантармалла мар, ашшĕ-амăшĕ, аслисем çеç вĕсене упрама пултараççĕ. Уçă чỹрече умĕнчи ачана курсан иртсе ан кайăр, 02 телефонпа полицие шăнкăравласа пĕлтерĕр е аслисене чĕнĕр.

РФ СЛЕДСТВИ КОМИТЕЧĔН ЧĂВАШ ЕНРИ УПРАВЛЕНИЙĔ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика