06 июня 2015 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн çак кунсенче алă пуснă хушăвĕ «энергетик» текен шĕвексен вак суту-илĕвĕ тĕлĕшпе чарусем палăртать. Хушупа килĕшỹллĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен республикăра этил спирчĕн виçи 1,2-9 процентпа танлашакан, кофеинлă тата кăмăла уçакан, сахал алкогольлĕ шĕвексене сутма чараççĕ. Аса илтерни вырăнлă: январьте ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче асăннă йышши шĕвексен çаврăнăшĕ тĕлĕшпе чарусем палăртма ыйтнине пăхса тухнă. Саккуна тỹрлетỹсем кĕртессине «Пĕрлехи Раççей» парти председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти общество йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи, ЧР Парламенчĕн депутачĕ Николай Николаев пуçарнă. Çакă «Çамрăк Гварди» ĕçĕ-хĕлĕпе те пĕр саслă – унăн представителĕсем «энергетиксене» сутма чарас тĕлĕшпе республикăра пурăнакансене алă пустарассине йĕркеленĕ. Николай Станиславович палăртнă тăрăх, республикăра 21-28 çулсенчи çамрăксем алкоголизмпа чирлесси ỹснĕ. Çак чир кайран йывăр тапхăра куçать, социаллă чире çаврăнать. Асăннă йышши шĕвексем çитĕнекен ăру, эппин, пĕтĕм наци пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушă. Чару çамрăксен алкогольпе çыхăннă пăхăнăвне чакарма, ĕçкĕпе çыхăннă ытти чиртен сыхланма пулăшĕ.