Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача нумайрах - савăнăçĕ ытларах

06 июня 2015 г.

«Ачуна çурат,

Хăвна савăнма.

Умна саппун çак

Куççульне шăлма», - юрăри çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Хальхи саманара ялта та нумай ача çуратакансем сахал. «Пурнăç йывăр», - тетпĕр. Ĕлĕкрех пирĕн атте-аннешĕн çăмăл пулнă-ши сак тулли ача- пăча ỹстерме? Ача сахаллипех миллионшар тенкĕ тăкакласа туса лартнă шкулсем хупăнаççĕ, садиксем те çурма пушă. «Ача сахал çуратнин сăлтавĕ пурнăç йывăрринче мар, çамрăк мăшăрсем ирĕклĕхе, савăнăçлă лару-тăрăва, çăмăллăхсене ытларах юратнинче», - терĕ Ярăславра пурăнакан ултă ача амăшĕ, çывăх вăхăтра çиччĕмĕшне кĕтекен лариса Кузнецова. Ларисăпа Алексей Кузнецовсене пĕринчен тепри маттур ачисем - Алина, Дмитрий, Леонтий, Анна, Егор тата Вероника савăнăç парнелеççĕ. Лариса пĕчĕк ачапа килте ларнă, халĕ декретлă отпускра, Алексей вара «Исток» ОООра механизаторта ĕçлет. Икĕ хутлă йывăç çуртра пỹлĕмсем çутă та пысăк, ачасене сывлăхлă çитĕнме условисем çителĕклĕ. Кузнецовсен килти хуçалăхĕ те çынсеннинчен кая мар. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. «Ача нумайрах - савăнăçĕ те ытларах, - теççĕ Ларисăпа Алексей. - Çемьере пĕри те ытлашши мар, пурне те юрататпăр. Ỹссе пынă май ачасем хамăра пулăшма хăнăхаççĕ. Йышлă çемьере пĕр ача та кахал çитĕнмест, пĕр-пĕринчен вĕренсе, ĕçе юратса ỹсеççĕ». Шел те, районта 6 ачаллă çамрăк çемьесем пурĕ те иккĕ çеç. Виçĕ е ытларах ачаллисем - 235. Кун пирки мана районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайри ертсе пыракан специалист Надежда Локтина пĕлтерчĕ. Надежда Ивановнăран эпĕ Чăваш Енре, çав шутра хамăр районта ачаллă çемьесене мĕнле çăмăллăхсем пани çинчен ыйтса пĕлтĕм. Виçĕ е ытларах ача çуралсан республикăри амăшĕн (çемьен) капиталне 100 пин тенкĕ тỹлеççĕ иккен. Ачисем 18 çула çитмен виçĕ е ытларах ачаллă çемьене çурт-йĕр лартма е килти хушма хуçалăха йĕркелеме тỹлевсĕрех çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ. Енчен те виçĕ е ытларах ачаллă çамрăк çемье çурт-йĕр лартас е туянас тĕллевпе патшалăхран ипотека кредичĕ (займ) илнĕ пулсан, процент тỹлевĕн пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Çемьере 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн виçĕ е ытларах ача çуралсан (усрава илсен), патшалăх кашни уйăх- рах ачашăн пурăнмалли мини- мум чухлĕ укçа _ 6954 тенкĕ тỹлесе тăрать. Нумай ачаллă çемьесем уйăхра пĕр хутчен музейсемпе выставкăсене тỹлевсĕрех кайса курма пултараççĕ. Вĕсен çавăн пекех тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме те ирĕк пур. Пилĕк е ытларах ачаллисем вара, социаллă найм договорĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Республикинчи патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ урлă пурăнмалли вырăн илме пултараççĕ. Шăмăршă районĕнчи 360 çемье амăшĕн капиталĕ пулăшнипе ипотека кредичĕн тĕп парăмĕпе проценчĕсене тỹлесе татнă. Тата 256 çемье, ача 3 тултарсан, туянатпăр-сутатпăр договорпа килĕшỹллĕн хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, амăшĕн капиталне нумай хваттерлĕ çурт тунă чух пая кĕме тăкакланă. Пĕтĕмпе вара районти ачаллă çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран 204317393,21 тенкĕ пулăшу илнĕ. Ку вăл пирĕн районшăн пĕрре те сахал мар. Ача ытларах çуратма хавхалантарасси, çамрăк çемьесене май пур таран пулăшасси - патшалăхăн питĕ тĕрĕс политики. Чăнах та, ача ỹстерме çăмăл мар ĕнтĕ, анчах пĕри те тепри çуратмасан малашне çĕршыва кам сыхлĕ, заводсемпе уй-хирте кам ĕçлĕ? Ку вăл - пурне те шухăшлаттарма тивĕç питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Хам виçĕ ача ашшĕ, пилĕк мăнук кукашшĕ пулнă май (çывăх вăхăтра улттăмĕшне кĕтетпĕр) çамрăксене çапла чĕнсе калас килет: çурт ача-пăча сассипе илемлĕ, ача-пăча куллипе çемье телейлĕ. Ан хăрăр çемье йышне ỹстерме, патшалăх сире йывăрлăхра пăрахмастех!

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика