06 июня 2015 г.
«Вăрмансем çĕршыва илем кỹреççĕ, - тенĕ вырăссен чаплă писателĕ А.П.Чехов. - Юманлăх-и, хырлăх-и, çăкалăх-и - çутçанталăк илемĕ чун-чĕрене тыткăнлать, пурнăçа юратма хавхалантарать».Вăрманлă, улăх-çаранлă Пасна тăрăхĕнче - Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ỹснĕ Василий Андреевич Симендеев. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тăван колхозра ĕçленĕ, унтан водителе вĕренсе тухнă. Икĕ çул хушши Совет Çарĕнче службăра тăнă. Салтакран таврăнсан каллех ялхуçалăхĕнче вăй хунă. - Чунăм вăрманах туртатчĕ, - аса илет паян иртнĕ çулсене Василий Андреевич. - 1983 çулта Шăмăршăри механизациленĕ вăрман хуçалăхĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествинче пушар машинин водителĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. Çав çулах - декабрь уйăхĕнче - 11-мĕш обход лесникĕ пулма шанчĕç. Унтанпа 32 çул хушши вăрман сыхлатăп. 1993 çулта - Пăчăрлă Пашьел лесничестви «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн тытăмне куçсан - В.Симендеев тỹрремĕнех çутçанталăк управçи пулса тăрать. Тĕрĕсрех каласан, лесникĕн унчченхи пек вăрман касмалли-лартмалли заданисене пурнăçламалла мар, çутçанталăк мĕнле пур - çавăн пек упрантăр тесе тăрăшмалла. Халĕ ун ячĕ те лесник мар - тăван тавралăха сыхлакан патшалăх инспекторĕ. 1000 гектар ытла вăрмана куç шăрçине упранă пек упрать Василий Симендеев инспектор. Çуран та, автомашинăпа та, тракторпа та çула тухма тивет. Вăрман çулĕ - нушаллă, никам та якатса, асфальт сарса хуман. Хăвна çирĕ плетсе панă кварталсенче кашни кунах пулмалла, наука ĕçне те туса пымалла. Çулçанталăка, чĕрчунсен тĕнчине сăнанине ятарлă дневник çине çырса пырать Василий Андреевич. Çак ĕçе чун хушнипе, юратса пурнăçлать. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн Василий Симендеева Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн, «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн Хисеп грамотисемпе чысланă, «СССР патшалăх вăрман хуралĕнче X çул службăра тăнăшăн» знакпа наградăланă. - Çу кунĕсенче вăрмана пушартан сыхласси - чи канăçсăр та чи йывăр ĕç, - тет Василий Симендеев инспектор. - Тепĕр чух талăкĕпех вăрманта пулма тивет. Ял çыннисемпе те вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки калаçу ирттеретĕп, типĕ те шăрăх çанталăкра вара вăрмана никама та кĕртместпĕр. Василий Андреевича çутçанталăк управĕнчи патшалăхăн тĕп инспекторĕ Геннадий Марков та мухтать, «канăçсăр çын, нихăçан та ỹркенсе тăмасть», - тесе хакларĕ. Çак кунсенче Василий Симендеев инспектор çуралнăранпа 60 çул тултарнине паллă тăвать. Юман пек çирĕп сывлăх, вăрман варринче шăнкăр-шăнкăр юхакан кĕмĕл çăлкуç пек илемлĕ, Пасна çырми юхса кĕрекен Атăл пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир ăна. Пурнăçăрта тата ĕçре пурте ăнса пытăр!
Н.САВЕЛЬЕВ.