Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешерет калча, савăнать хресчен

10 июня 2015 г.

Ешерет калча, савăнать хресчен

Уй-хирте калча мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслесе хак паракан комисси йышне кăçал ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене те кĕртнĕ. Ман шутпа, ку питĕ тĕрĕс йышăну. Пĕр енчен, пуçлăхсенчен чылайăшĕ - ял хуçалăх специалисчĕсем, çăкăр мĕнле пулнине лайăх пĕлеççĕ. Тепĕр енчен илсен вара, пĕр-пĕрин патне кайса курни те мĕн тери лайăх. Çула май тирпей-илемшĕн ăçта мĕнле тăрăшнипе те паллашрĕç. Акă ман çумра Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Угаринпа Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кешаф Сейфутдинов хĕрсех калаçса пыраççĕ. Пĕри нумай çул хушши тĕп инженерта, тепри тĕп агрономра вăй хунă. Хирсене хак панă май иккĕшĕ те çакна çирĕплетеççĕ: хăш хуçалăхра кĕркунне çĕре сухаласа хăварнă, унта çурхи культурăсем хỹхĕм шăтса тухнă. Çумкурăксем те курăнмаççĕ. Кешаф Кераметдинович элита тата супер элита вăрлăхсене анлă çул пама сĕнет. Хакĕсем, чăнах та, пысăк, анчах тухăçĕ те савăнтарать. Минерал удобренийĕсемпе тĕрĕс усă курсан, тулăри клейковина виçи те çỹллĕ шайра пулмалла. Çакна "Колос" Агрофирма" ЗАО генеральнăй директорĕ Виталий Захаров та çирĕплетет. Кунта кĕркунне мĕнпур хире тарăн сухаласа хăварнă, çуракине технологие çирĕп пăхăнса, минерал удобренийĕсемпе туллин усă курса тата çĕнĕ сортсемлĕ паха вăрлăхсемпе ирттернĕ. Петрпа Николай Захаровсем - хуçалăхри опытлă механизаторсем - илемлĕ те пĕр тикĕс шăтса тухнă калчасене гербицидсемпе пĕрĕхнĕ. Ниçта пĕр çумкурăк кураймăн. "Кинори пек!" - терĕç хавхаланса комисси членĕсем, çурхи ĕç пахалăхне "5" паллăпа хакланă май. "Исток" хуçалăхра та чуна савăнтарса калча ешерет, супер элита тулăпа урпа, элита тулă уйрăмах кăмăла çĕклеççĕ. Хуçалăх ертỹçи Юрий Старшов Сергей Ельцовпа Алексей Ефимов механизаторсене уйрăмах мухтаса асăнчĕ. Хăйсем акса хăварнă хирсене хăйсемех гербицидсемпе пĕрĕхсе тухнă. Пĕрлех микроудобренисемпе те апатлантарнă. "Восход" СХПК та ака планне туллин пурнăçланă. Комисси Валерий Васильев механизатор агрегачĕ акнă хирсене уйрăмах ырларĕ. Чаткассен çĕрулмийĕ те, куккурусĕ те лайăх шăтса тухнă. Çумкурăксемпе кĕрешме пуçăннă, гербицидсем çителĕкĕ. "Мир", "Искра" хуçалăхсенче те лайăх хирсем пур. Патирексен 120 гектар çинчи куккурусĕ те кăçал выльăх апачĕ нумай пуласса шантарать. "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри 40 гектар çинчи ыраша, 70 гектар çинчи урпана комисси "4" паллăпа хакларĕ. Виçпỹртсем 150 гектар хĕвелçаврăнăш çитĕнтереççĕ, тухăçа ăçта вырнаçтармаллине халех палăртса хунă. Çу паракан çак культура хуçалăха сахал мар тупăш кỹрессе шанаççĕ. "Шанс" ООО хирĕсем те начар мар, мĕн акни чăшăлах шăтса тухнă. Çумкурăксемпе гербицидсем сапса кĕрешеççĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче 12 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Комисси, хирсене пăхса тухнă хыççăн, О.Хлюкин, Т.Иванова, М.Алексеев, А.Денисов фермерсен калчисене мухтаса хак пачĕ. Кунта акăнмасăр пĕр гектар çĕр те юлман, ял халăхĕ паян кăткă пек кĕшĕлтетсе хирте тăрăшать. Икĕ ялĕнче те утă çулаççĕ, çĕрулмипе чĕкĕнтĕр йăранĕсене кăпкалатаççĕ. Пашьел - Чукал - Улмаллă тăрăхĕнчи фермерсем те çуракинче тăрăшса ĕçлени яр-уççăн курăнать. Улмаллăри Фазулла Рахматулловпа Владимир Митрофанова, Чукалти Валерий Симурзина, Кивĕ Чукалти Юрий Никитина, Асанкассинчи Сергей Данилова тата ыттисене чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем теме пулать. - Çумăр çеç кирлĕ, - терĕç хуçалăхсен ертỹçисемпе механизаторсем. - Мĕн акни-лартни лайăх шăтса тухрĕ, çумкурăксемпе тата хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешетпĕр. Çумăр пулсан, пирĕн ĕмĕтсем туллин пурнăçланăччĕç. Ĕмĕт-шухăш вара çапларах: тĕштырăсене кашни гектартан 25-шер центнертан, çĕрулмине 150-шар центнертан кая мар пуçтарса кĕртмелле. "Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан çак тĕллеве çĕнсе илме пулать", - палăртрĕç çĕр ĕçченĕсем. Калчасене тĕрĕслемелли смотр ĕçне комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров пĕтĕмлетрĕ, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те асăнмасăр хăвармарĕ. Çĕнтерỹçĕсене вара эрнекун Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ вăрман уçланкинче пулакан Акатуйра чыслĕç.

И.САЛАНДАЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика