10 июня 2015 г.
Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта çăмăл атлетика командисем Европа чемпионачĕн стартне тухаççĕ. Вăхăт нумаях та юлмарĕ. Ăмăртăва хатĕрленес ĕç кунран-кун вăй илет: атлетсем тĕрлĕ çĕршывпа хулари спорт лапамĕсене тренировкăсенче ăсталăха туптанă вăхăтра Чăваш Ен тĕп хулинче те тавралăха хăтлăлатас, стадионсене çĕнетес ĕç хĕрсе пырать.
Шупашкар - Европа хули
Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн членĕсем 2015 çулта командăсен чемпионатне Шупашкарта ирттерме ирĕк пани ăнсăртран мар, паллах. Чăваш Ен тĕп хули Европăри хуласенчен нимĕнпе те кая маррине пĕлтерет çакă. Ахальтен-им республика элчисем комиссие Чăваш Ен вăл - Европа, Атăл - Раççейри чи аслă юханшыв кăна мар, Европа юханшывĕ те, Шупашкарта пурăнакансем Европа çыннисем пулнине ĕнентерме тăрăшнă. Ăмăрту ирттермешкĕн те спорт инфратытăмĕ аталланнă: "Олимпийский" стадион та пур, ытти кермен те чылай. Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче çĕнтерсе палăрнă чăваш спортсменĕ те сахал мар.
Улттăмĕш чемпионат
6-мĕш - чемпионата Беларуç, Германи, Аслă Британи, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина. Франци, Финлянди, Швеци тата Раççей командисем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртеççĕ. "Спартак" тренировка ирттермелли лапам пулĕ. Ăмăрту пуçланнине халалланă чаплă уяв вара Хĕрлĕ тỹремре июнĕн 19-мĕшĕнче пулать. Çав кунах кỹлмек хĕрринче массăллă чупу иртĕ. Кăмăл тăвакансем 5 çухрăма парăнтарĕç. Унтах спорт лапамĕсем ĕçлĕç, ачасем тĕрлĕ конкурсра вăй виçĕç. Спортсменсемпе хăнасене пулăшма тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче - Универсиада, Олимп тата Паралимп вăййисенче - опыт пухнă 350 волонтера явăçтарĕç, вĕсен хушшинче, паллах, пирĕн ентешсем ылтарах пулĕç. Турнир ĕçне 200 яхăн судья хутшăнĕ, вĕсенчен 60-шĕ - Чăваш Ен специалисчĕсем. Раççей чысне камсем хỹтĕлесси хальлĕхе паллах мар пулин те вĕсем чи хастаррисемпе пултаруллисем пулни иккĕлентермест. Унта Чăваш Ен спортсменĕсен те хутшăнма шанăç пур.