10 июня 2015 г.
"КИЛĔШЕТ-И сире Шăмăршă ялĕ? Район центрĕ хитререх пултăр тесе тата мĕн тумалла?" - çак ыйтусене патăмăр эпир хамăр ентешсене.
В.РЯБОВ, Раççей тата Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пенсионер:
- Эпĕ Шăмăршă гимнне çырнă хастар çынсене - Петр Мандрюковпа Виталий Николаева - лайăх палланă. Утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенче Шăмăршă хальхи пекех хитре марччĕ, апла пулин те район патриочĕсем ыттисем асăрхаман илеме курма, халăх кăмăлне каймалла лайăх юрă çырма пултарнă. Ман шутпа, Шăмăршă çинчен хывнă юрă сăмахĕсене районта пурăнакан кашни çыннăн пĕлмелле, ача сачĕнче, шкулта юрлама вĕренмелле. Шăмăршă тата илемлĕрех пултăрччĕ тесен, чăн малтан тротуарсене тата çулсене тĕпрен юсамалла, тирпейлĕхшĕн тăрăшмалла. Автостанци патĕнче вара "Родная Шемурша" юрăри çак йĕркесене - "Как ты хороша, родная Шемурша, когда кругом такой народ живет" сăмахсене - пысăк саспаллисемпе çырса çапма сĕнес килет.
П.ЕРМОЛАЕВ, ялхуçалăх производствин ветеранĕ:
- Мана Шăмăршăри арçынсен халăх хорĕн шăпи пăшăрхантарать. Çак хора çĕнĕрен йĕркелесе ярсан, Шăмăршă чапĕ тата та çĕкленĕччĕ. Тирпей-илем пирки калас пулсан, çак ĕçе кашни çыннăн хутшăнмалла тесе шутлатăп. Ĕлĕкрех субботниксем чăн-чăн уяв пек илемлĕ, пысăк хавхаланупа иртетчĕç. Халĕ вара...мăкăр-мăкăр калаçса, хăйсене ĕç хушнăшăн кăмăлсăрланса ĕçлени сисĕнет. Тен, йăнăшатăп эпĕ? Пĕрре те çынсене хурлас килмест, район центрĕ илемлĕ пулни пурсăмăршăн та лайăх вĕт-ха.
Г.КУЗЬМИНА, ĕç ветеранĕ, нумай çул хушши Шăмăршăри КБОра çĕвĕçре ĕçленĕскер:
- Чăн малтан тирпей кирлĕ. Хăнасем умĕнче намăс курас марччĕ. Шăмăрша куллен çĕр-çĕр çын килет, вĕсене çỹп-çаппа тулса тăкăнакан контейнерсене кăтартатпăр. Район хаçатĕнче чечексем ĕрчетмелли çинчен питĕ тĕрĕс çырнăччĕ. Çурт умĕнчи пахчара хитре чечексем ỹссен кăмăл та çĕкленет. Çуллахи шăрăхра Шăмăршăри аслă урама та пулин кашни кунах шыв пĕрĕхсе тухсан, йывăçсене шăварсан тем пекех лайăх пулĕччĕ.
И.АНАТКАС калаçнă.