10 июня 2015 г.
ПАЛТИЕЛĔНЧИ Якушовсем пĕрлешнĕренпе кăçал 64(!) çул çитрĕ. Ольга Григорьевна май уйăхĕнче 89 тултарчĕ. Александр Федорович (Турă хуштăрччĕ!) августра 90 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Çулĕсене кура мар, мăшăрсем кил хушшинче, пахчара шав ĕçлеççĕ. Ачисем-мăнукĕсем пулăшнипе, хăйсем çине тăнипе çурт-йĕр çĕнелсех тăрать. "Маларах ĕне, сысна, сурăх, хур-кăвакал усранă пулсан - халь чăх-чĕп çеç тытатпăр. Кахаллантăмăр", - теççĕ шỹтлесе Якушовсем. Сывлăх пирки ыйтсан: "Чирлеме пире намăс, - пуплеççĕ мăшăрсем. - Пирĕн йăхран сывлăх хуралçисем нумай-çке..." Улька аппапа Алякка тетен 5 ача: Анатолий - механизатор, Антонина - сутуçă; виççĕшĕ - Нина, Лена, Ира - медицина сестрисем. 11 мăнукран çурри - каллех медицина ĕçченĕсем. Кĕçĕн мăнуксен шучĕ те теçеткерен иртнĕ. Савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсен! Пархатарлăн утнă, утаççĕ те Якушовсем пурнăçăн анлă çулĕпе. Чи кирли - хăйсем хыççăн сывă, ĕçчен, пултаруллă ăру çитĕнет. Ĕмĕр тăршшĕнче хури те, шурри те тем чухлех пулнă... Ольга Григорьевна - Пуянкасси хĕрĕ. Мещановсен виçĕ ачаллă çемйинче асли пулнă вăл. Хĕр чухнех хирте вăй хунă: ака-сухара лаша çавăтнă, сухапуç та тытнă; кĕтỹ кĕтнĕ. Фермăра тăрăшнă: ĕне сунă, ăна лаша кỹлсе сĕте Шăмăрша леçнĕ; тислĕк тăкнă. Вăрманта тар тăкнă: арçынсемпе тан Пашьелпе Кучек, Улатăр районĕнчи Эйпеç тăрăхĕнче йывăç касса йăвантарнă, турттарнă...Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан Улатăр тăрăхĕнче окоп чавнă. Шартлама сивĕсенче шăннă çĕре кувалтăпа-лумпа ватни, тарласа йĕпеннĕ хыççăн кăвайт умĕнче типĕнни, пăр таткине çаврăннă çăкăр чĕллисене ăшăтса çини, похоронка илнисене йăпатни, ывăннине-хурланнине сирмешкĕн вăрçă такмакĕ-юррине янратни - веçех Ольга Григорьевнăн чĕрине, йывăр суран пек, тарăн касса хăварнă. Ырми-канми, выçăллă-тутăллă, хуйхăллă-суйхăллă иртернĕ вăрçă çулĕсене тыл ĕçченĕ куççульсĕр аса илеймест. 1951 çулта Палтиелĕнчи чипер те маттур яшпа Александр Якушовпа пĕр çемье çавăрнă Пуянкассин ĕçчен те чăтăмлă хĕрĕ. Хунямăшне те, аппайĕсемпе хĕрсемĕсене те юрама пултарнă. Мăшăрĕн пĕртăванĕсене качча пама та вăй çитнĕ таран пулăшнă. 15-шер витре сăра вĕретсе, кăмака хутса хĕр килĕшме, туй, çĕнĕ хăта ирттерме хатĕрленĕ. "Хам йăмăк-аппа пек çывăх курнă вĕсене", - тет Палтиел кинĕ. Çав хушăрах колхоз ĕçне те тунă вĕт. Механизаторсем валли вĕри апат хатĕрленĕ. Килте çăкăр пĕçернĕ: каçпа чуста хурса ирпе кăмака хутнă, ирпе хурса тĕттĕмпе тепĕр кăмака çăкăр пĕçерсе кăларнă. Хирте уйăрса панă пая та - çĕр улмине, чĕкĕнтĕре çумланă, çавапа çулнă. Тырçи вăхăтĕнче алăпа тырă алланă. "Аманнă, чăтма çук ыратакан пỹрнепе йывăр алана тытма-силлеме çав тери хĕнччĕ. Ыратни чĕрене кайса тиветчĕ..." - аса илет ĕç ветеранĕ. Тỹсĕмлĕскер, мăшăрĕпе пĕрле 5 ачине пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса, тивĕçлĕ ăс парса пурнăç тупсăмне тупма пулăшнă. Правительство О.Г.Якушовăна Ача амăшĕн медалĕпе чысланă. Ĕçре палăрнăшăн панă наградăсен шучĕ те çук. Ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн ырă ят хăварма хăват çитернĕ Ольга Григорьевнăн юратнă мăшăрĕ те. "Ленинская искра" колхоз тата Шăмăршă районĕн историне Александр Федорович Якушов ячĕ ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. "1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче тылра хастар ĕçленĕшĕн" (мăшăрĕн те пур вĕсем) медальсем, Аслă Çĕнтерĕве халалласа кăларнă медальсем, "Хисеп Палли" орден, "Хастар ĕçленĕшĕн" паллă, "Чăваш Республикин чи лайăх механизаторĕ" тата "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсем...Ун çумĕнчех - халăх хисепĕ! Çакна Александр Федорович Аслă Аттелĕх вăрçи çулĕсенче Улатăрта службăна тỹрĕ кăмăлпа ирттернĕшĕн (вăл кунта çар самолечĕсене сыхланă), ака-суха, вăрман ĕçĕсенчи вышкайсăр пысăк ĕçченлĕхпе çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ. ...ЮРАТУ кăвайтне 7-мĕш теçетке сỹнме памасăр упракан, çемье чысне куç шăрçи пек хаклакан мăшăр 2014 çулта тепĕр хисепе тивĕçрĕ. Çемье уявĕнче Якушовсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Пирĕн вара ăш пиллĕ, ĕçчен Çыннăмăрсене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунмалли çеç юлать. Бриллиант туя та кĕтсе илмелле пултăр Сирĕн, Ольга Григорьевна, Александр Федорович!
З.СВЕКЛОВА,
Палтиел.