11 июня 2015 г.
Республика ертỹçи Михаил Игнатьев кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлавччен Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлĕ. Июнĕн 9-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин республика ертỹçи хăйĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕр чарма ыйтса çырнине тивĕçтернĕ, ку тĕлĕшпе ятарлă Указа алă пуснă. Тепĕр хут палăртар: Чăваш Енĕн Пуçлăхне суйличчен Михаил Васильевич хальчченхи тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пырать. Çак кунах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулнă. Вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, Михаил Васильевич унăн полномочийĕсем августăн 28-мĕшĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен республика Пуçлăхне суйламалли пĕрлехи суйлав кунĕччен вĕçленнине палăртнă. - Иккĕмĕш срока баллотировкăна тăрас тесен, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата суйлавçăсен шанăçĕ чи кирли тесе шутлатăп, - тенĕ Михаил Васильевич. - Эпĕ манăн срокченхи отставкăна йышăннăшăн тата мана Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланнă çын должноçа йышăниччен Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыма шаннăшăн Раççей Федерацийĕн Президентне тав тăватăп. Çак шанăç манăн ответлăх туйăмне нумай ỹстерет. «Вăхăтлăха пурнăçласа пыракан» статус республика Пуçлăхĕпе правительство ĕçĕ çине нимĕнле витĕм те кỹмĕ, - тенĕ Михаил Игнатьев. - Республика правительстви хăйĕн ĕçне Чăваш Ен çыннисен пурнăçне малалла лайăхлатас тĕллевпе туса пырĕ».