11 июня 2015 г.
1990 ÇУЛТА, Раççей Федерацийĕн никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă чухне, çак уява Раççей никама пăхăнманлăхĕн кунĕ тенĕ. 2002 çултанпа вара уява хальхи ятпа Раççей кунĕ тесе паллă тăватпăр.25 çул каялла - 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче - çак Декларацие РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съезчĕн делегачĕсем ырласа йышăннă. Çак документ Раççей суверенитечĕ çинчен, республика саккунĕсем Совет Союзĕн йышĕнче вăйра тăни çинчен пĕлтернĕ.Чăваш Енрен çак съезда 12 çын хутшăннă. Пурте - республикăра паллă, ятлă-сумлă çынсем. Шел те, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пурнăçран уйрăлса кайнă делегатсенчен пĕри - СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев.Раççей халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съезчĕн 1059 делегатĕнчен 920-шĕ КПСС членĕ пулнă, вĕсем те суверенитет çинчен калакан Декларацие ырласа йышăннă. Акă мĕнле аса илнĕ 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшне Чăваш Енрен суйланнă депутатсенчен пĕри, Етĕрне хулинче пурăннă Л.Сафронов:«Раççейĕн пĕрремĕш депутачĕсем Совет Союзне аркатас шухăшлă радикалсем пулман. Суверенитет çинчен калакан Декларацие йышăнма пире вăхăт хистенĕ. Ун чух Балтика тăрăхĕнчи тата Кавказри республикăсем хăйсен никама пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. РСФСР хăйĕн бюджетне çирĕплетме пултартăр, çар тытса хăйĕн чиккисене сыхлатăр тесе эпир çак Декларацие йышăнтăмăр. Раççей суверенитечĕ çинчен пĕлтернине эпĕ çав вăхăтшăн тĕрĕс утăм тесе шутлатăп».Деклараци йышăнни патшалăхсен çĕнелнĕ союзне - СНГ туса хума тата Белоруссипе туслă çыхăнусем йĕркелеме май панă.Раççей суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие кашни гражданин лайăх пурăнма, хăйне тивĕçекен правасемпе туллин усă курма, хăйĕн чĕлхине аталантарма тата уççăн калаçма пултартăр, наци культурин аталанăвĕ вăй илсе пытăр тесе йышăннă. Шел те, ырă тĕллевсенчен хăшĕ-пĕри хальлĕхе пурнăçа кĕреймерĕç-ха. Июнĕн 12-мĕшĕ нумай нациллĕ пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн пысăк уяв шутланать. Суверенитет çинчен калакан Декларацие йышăннă кун - историшĕн чи паллă датăсенчен пĕри.Уяв ячĕпе, район çыннисем!
Редакцин штатра тăман патшалăхпа общество пурнăçĕн пайĕ.