11 июня 2015 г.
Июль уйăхĕнчен коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлекен хаксем ỹсеççĕ. Ăшăпа тивĕçтернишĕн тариф республикипе - 8,8, сивĕ шывшăн 11,8 процент хакланать. ЧР конкурентлă политикăпа тариф службин пуçлăхĕ Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх - çакă пирĕн республикăшăн саккунпа çирĕплетнĕ ỹсĕм виçинчен иртмест.Кăçалхи июльтен хула халăхĕ электричество çутин пĕр кВт сехечĕшĕн 2 тенкĕ те 80 пус (ỹсĕм 7,3 процент), ял çынни 1 тенкĕ те 96 пус (ỹсĕм 7,1 процент) тỹлеме тытăнать. Çутçанталăк газĕн пĕр кубла метрĕ 5 тенкĕ те 4 пуса çитет (35 пус хакланать).Аса илтерер, сахал тупăшлă çемьесем коммуналлă пулăшу тăкакĕшĕн яланхи пекех субсиди илме пултараççĕ. Республика бюджетĕнче çакна валли 273,6 млн тенкĕ уйăрнă. Ку - пĕлтĕрхи виçерен 20,9 процент ытларах. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче 15 пин те 885 çемье 90 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун республикăри кашни тăваттăмĕш çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тỹлевне саплаштарма пулăшу илет.Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи майăн 25-мĕшĕ тĕлне коммуналлă пулăшу тарифĕсем пирĕн республикăра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен йỹнерех пулнă.