17 июня 2015 г.
1. ИЛПЕК СĂМАХĔ
«КУНĔ тỹлĕк, ăшă. Хĕвел çĕр питне ĕнтсе илес пек хĕртет. Сенкер тỹпере пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Хутран-ситрен çеç вăштăртатса иртекен çил те сывлăша уçăлтарса çитереймест. Акатуйне пĕр Утламăшсем кăна мар, кỹршĕри ытти чăваш ялĕсенчен те пуçтарăнаççĕ - Шăхальсем, Куршанкăсем, Хурăнварсем, Пулмантăшсем; кăнтăрла тĕлнелле ярминккене тухнă пек капланса килме тытăнчĕç. ...Акă çамрăксен пĕр кăшăлĕ пĕр еннелле çаврăнать, тепри ăна хирĕç, виççĕмĕшĕ каллех пĕрремĕш пек çаврăнса иртет те, ушкăн вара юханшыв хумĕ çинче хĕвел ташланăн туйăнать. Хĕрсем ярăнарах утса пынă чух кăкăрĕсем умне йĕр хăварми çакса тултарнă мăййисемпе шелкемисем, хул урлă янă тăватшар ретлĕ теветсем çинчи кĕмĕлсем куç чарăлса каймалла ялкăшаççĕ. Туллиех çакса тултарнă кĕмĕл шăнкăртатнине илтсен, суккăр çын та çаврăнса пăхмасăр чăтаймасть. ...Чаткас сăрчĕ енче пĕр çаврăм тусан çĕкленчĕ. Тусан пусăрăнмарĕ, тĕтĕм тухнă пек вăрăмланса пычĕ. - Килеççĕ! Ав, килеççĕ!..- илтĕне пуçларĕ тĕрлĕ енчен. Малта пыракан утсем пĕрин хыççăн тепри курăна-курăна кайрĕç. Чи малта хура ут ярăнса килет. Хура ут хыççăн шурă ут курăнать, унтан тимĕр кăвакки, татах хури: вĕсем хыççăн вара йăлт арпашăнса кайнă темелле, пурте малалла талпăнса сиккипе килеççĕ. - Тухта-а-ар! - аслати кĕрленĕ чухнехи пек янăраса кайрĕ сасă. - Тухтар!.. Шерккей лашипе мала тухаканни Тухтар пулчĕ.»
(Илпек МИКУЛАЙĔН «Хура çăкăр» кĕнекинчен).
Илпек Микулайĕ 100 çул каялла пирĕн Шăмăршă тăрăхĕнче Акатуй мĕнлерех чаплă иртни çинчен çырса кăтартни, ентешĕмсем, паянхи пурнăçа та тỹрре килнĕн туйăнать. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине, Раççейри Литература çулĕпе Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалланă Акатуй илемĕпе те, пĕлтерĕшĕпе те нумайлăха асра юлмалла иртрĕ.
2. ТУССЕМ ПĔРЛЕ ТĔЛ ПУЛСАН...
ШĂМĂРШĂ районĕн пархатарлă çĕрĕ çинче мĕн авалтан чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ, тăрăшса ĕçленĕ хыççăн Акатуйра пĕрле савăнаççĕ. Акă паян та уява килнисен йышĕнче хамăн туссене - «Колос» Агрофирма » ООО трактористне Петр Захаров чăваша, «Мир» ЗАО водительне Илдар Ахметов тутара, Палтиелĕнчи культура ĕçченне Николай Долгов ирçене тата ыттисене куратăп. Палтиелпе Патирек ялĕсенчен килнĕ тутар чиперккисем Чукалти чăваш хĕрупраçĕпе кула-кула тем çинчен калаçаççĕ. Ара, çамрăксем вĕт, калаçмалли те, кулмалли те пурах пуль! Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсене ертсе пыракансем хушшинче те - туслă халăхсен çыннисем. Район пуçлăхĕнче тăрăшакан тата «Искра» хуçалăха чĕрĕк ĕмĕр ытла пултаруллă ертсе пыракан Менир Хамдеев калашле: «Эпир чăвашла та, тутарла та, вырăсла та калаçатпăр, ирçелле те ăнланатпăр». Ку вăл çапла пулмалла та. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев аллине баян тытса чăваш тата тутар кĕввисене илемлĕн шăрантарнине илтсен Шăмăршă тăрăхĕнчи пур халăх та пĕртăвансем пек çывăх пурăннине тепĕр хут туйса илетĕн.
3. ВĔЛ-ВĔЛКĔШ, АКАТУЙ ЯЛАВĔ!
АКĂ Акатуйăн хисеплĕ хăнисем те килсе çитрĕç. Вăрман хĕрринчи тĕп хапха умĕнче вĕсене Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа тата савăк юрăпа кĕтсе илчĕ:- Эпир сире Шăмăршă çĕрĕ çинче сума суса кĕтсе илетпĕр. Асатте-асаннесен ĕлĕкхи йăлипе тутанса пăхсамăр кăпăшка çăкăрпа сиплĕ чăваш сăрине! Хăнасем хушшинче эпир Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Евгений Юшина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председательне Олег Мешкова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Никифорова куратпăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата район пуçлăхĕ Менир Хамдеев ертсе пынипе вĕсем ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсемпе тата суту-илỹ ярмăрккипе паллашрĕç. Акатуй сцени умĕнче чуна тыткăнлакан «1945 çулхи çуркунне» театрализациленĕ хореографи композицийĕ пырать. Аслă Çĕнтерỹ çăмăллăн килменнине, ăна туптассишĕн совет халăхĕ пысăк çухатусем тỹснине, пирĕн салтаксемпе офицерсен, тылри ĕçченсен паттăрлăхне юрă-ташă урлă сăнласа парать çак композици. Акă хăнасем сцена çине хăпараççĕ. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем мăнаçлăн та хăватлăн янăраççĕ. Районти чи хастар çынсем - кăçалхи çураки паттăрĕ, «Колос» Агрофирма» ООО тракторисчĕ Петр Захаров, Тĕнче, Раççей тата Чăваш Ен чемпионĕ Владимир Шуряков тата Пуянкассинчи Культура çурчĕн ертỹçи Светлана Пушкина Акатуй ялавне çĕклеме тивĕç пулчĕç.
4. ÇИТĔНỸСЕНЕ ÇИРĔПЛЕТМЕЛЛЕ, ТАТА ТА ТĂРĂШАРАХ ĔÇЛЕМЕЛЛЕ
АКАТУЯ килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Раççей кунĕ ячĕпе тата çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕ. Ĕçри çитĕнỹсене асăннă май, Валерий Петрович умра тăракан тĕллевсене те палăртса хăварчĕ. Уй-хирте тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче, промышленноçра, ытти отрасльсенче чунтан тăрăшса ĕçлесен çеç эпир район экономикине çĕклеме пултаратпăр. Валерий Фадеев район çыннисем çак тĕллевсене пурнăçлассишĕн вăй-хала шеллемесси пирки çирĕп шанса тăнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ районăн çамрăк гражданĕсене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене пани те, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен пĕр ушкăнне çак хисеплĕ ята илнĕ ятпа халăх умĕнче чыслани те Акатуй чапне çĕклерĕ. Ăмăртура çĕнтернисене, ĕçре ырă ят çĕнсе илнисене республикăри ертсе пыракан органсемпе район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç. Хăнасем те - Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн тивĕçĕсене туса пыракан Сергей Юшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Петр Никифоров - пушă алăпа килмен. Район çыннисене уяв ячĕпе чĕререн саламланă май, чи тивĕçлисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Тирпей-илем тăвас енĕпе çăва тухнăранпах пынă конкурсра Анат Чаткас ял тăрăхĕ - пĕрремĕш, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ - иккĕмĕш, Пуянкасси ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăн йышăннине палăртрĕç, вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине, Раççейри Литература çулне тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалланă районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕн çĕнтерỹçисене те халăх умĕнче мухтарĕç. Кивĕ Чукалти илемлĕ пултарулăх коллективĕ - пĕрремĕш, Чукалти илемлĕ пултарулăх коллективĕ - иккĕмĕш, Пуянкассинчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ - виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан преми парса хавхалантарчĕç.
5. ЮРĂ ХЫÇÇĂН ЮРĂ...
АКАТУЙ концерчĕн программи пуян та асра юлмалла пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрçăпа Çĕнтерỹ çинчен хывнă юрăсене юратупа тăван тăрăха халалланă юрăсем улăштарчĕç, ташшисем те тĕлĕнсе каймалла илемлĕ. Хамăр районти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе пĕрлех Тольятти хулинчен килнĕ «Шанчăк» ансамбль пултарулăхне те курса-итлесе савăнтăмăр. Ярăславри Тихоновсен çемйи, Шăмăршăри Елена Воронцовапа Татьяна Яковлева, Карапай Шăмăршăпа Пуянкассинчи фольклор ушкăнĕсем, Кивĕ Чукалти Ларевсен çемйи тата хĕрарăмсен ансамблĕ, Чукалти Нина Ильичевапа Лидия Рубцова такмакçăсем, Анат Чаткасри Лидия Пименова, Палтиелĕнчи Сирине Невметова, Татьянăпа Николай Долговсем, Васанти «Виçял» фольклор ушкăнĕпе Нина Захарова тата ыттисем Акатуя килнисене пысăк савăнăç парнелерĕç.
6. СПОРТСМЕНСЕМ МĔНРЕН КАЯ?
АКАТУЙ вăл - спорт уявĕ те. Темиçе тĕрлĕ ăмăрту та пулчĕ уявра. Кире пуканĕ йăтса, волейболла тата баскетболла выляса, алă вăйĕпе кĕрешсе ăмăртрĕç, чупса-сиксе мала тухассишĕн тăрăшрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем патĕнче халăх уйрăмах йышлăччĕ. Çиччĕри-саккăрти ачасем те, самаях çулланнисем те ăмăртрĕç. Николай Шиллер, Александр Петров тата ыттисем пысăк ăсталăх кăтартса пачĕç. Чи чаплă парнене - лайăх самăртнă такана вара Анат Чаткасра çуралса ỹснĕ, тăватă хутчен Акатуй чемпионĕ пулнă Олег Васильевич Еремеевăн ывăлĕ, Чăваш патшалăх педагогика университетăн студенчĕ Алексей Еремеев çĕнсе илчĕ. Ывăлĕ ашшĕнчен юлманни, тен малашне иртсе те кайма пултарни (Алексей - кĕрешессипе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче) савăнтарать. Акатуй пуçланса мĕн вĕçленичченех атракционсем ĕçлерĕç. Ăмăртусене йĕркелесе ертсе пынă судьясене - Л.Нянина, А.Ичанкина, Е.Укина, В.Никифорова, С.Хафизова, М.Яковлева, К.Кусаинова, В.Шурякова, П.Угасина, И.Сабаева, Е.Чихинана оргкомитет ăшшăн тав тăвать.
7. КАЙРИ МАЛА, УРХАМАХСЕМ!
ВĂРМАН уçланкинче юрă-кĕвĕ шăраннă чух ипподромра урхамахсем хăйсене старт парасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç темелле. Анчах вĕсене вăхăтлăха кĕтме тиврĕ: ăмăрту умĕн Тольяттирен килнĕ «Шанчăк» ансамбль хаваслă концертпа савăнтарчĕ. Кăçалхи урхамахсен ăмăртăвĕ лаша спорчĕн уявĕн шайĕпе иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев уçрĕ, пурне те уявпа саламларĕ, старта тухакансене ăнăçусем сунчĕ. Ăмăртăва кỹмеллĕ вунпĕр урхамах хутшăнчĕ. Пилĕк тапхăрпа иртрĕ вăл. Кашниех финала тухассишĕн ăнтăлчĕ. Паллах, ăнăçу кашнинех тивĕçеймест: тепĕр чух тỹпери тăрна мар, алăри кăсăя хаклăрах. Финала вара пиллĕкĕн тухма пултарчĕç. Çĕнтерỹçĕсем - И.Забиров «Вахтер» (Патăрьел), И.Галимзянов «Фисташка» (Пăва), В.Федоров «Надфиль » (Патăрьел). Тем пекех тăрăшрĕç, çине тăчĕç пулин те хальхинче шăмăршăсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреймерĕç...Финала тухайманнисем те парнесĕр юлмарĕç - вĕсемшĕн ятарлă старт пулчĕ. Шел, кăçал юланутçăсен тупăшăвне тăваттăн кăна хутшăнма кăмăл тунă. Çивĕч кĕрешỹре кỹршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхалĕнчи В.Семеновăн «Молния» урхамахĕ старта чи малтан вирхĕнсе çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - çак ялти Н.Харитоновăн «Катюши» тата Çĕпрелти С.Ишмуковăн «Казбекĕ».Çĕнтерỹçĕсем ăмăрту спонсорĕсен парнисене тивĕçрĕç. Уяв репортажне вĕçленĕ май, Акатуй лайăх ирттĕр тесе чунтан тăрăшнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, культура ĕçченĕсене, сывлăх сыхлавçисемпе пушар хуралĕнче вăй хуракансене те тав тумасăр манса хăварар мар. Çавăн пекех йĕрке хуралçисене те ырламалла. Уяв илемлĕ, кăмăллă, усăллă иртрĕ. Тепĕр çулхи Акатуйччен, туссем!
Репортажа Иван САЛАНДАЕВПА
Владимир МИХАЙЛОВ журналистсем хатĕрленĕ.
Фотоархив » "Акатуй-2015"