17 июня 2015 г.
Ялта - хĕрỹ тапхăр. Хирте те, улăх-çаранра та, вăрман уçланкинче те ĕçчен халăх утă хатĕрлет. «Нумай пулсассăн утă - выльăх пулĕ тутă», - тенĕ ваттисем. Районта нумай çул ỹсекен курăксем 2647 гектар йышăнаççĕ. Ялхуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пин гектара яхăн çулнă. Пирĕн хуçалăхсенче ытларах люцерна çитĕнтереççĕ. Çак культура, лайăх пăхсан, пысăк тухăç пама пултарать. Люцернăн ешĕл массинче 18-22 процент протеин, 2,8-4,0 процент çу, 23-33 процент клетчатка, аминокислотасемпе фосфор, кальци, выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ витаминсем те пур. 2,2 килограм люцерна уттинче 1 апат единици пуррине çирĕплетеççĕ зоотехниксем. Люцерна тăпрана лайăхлатма та нумай пулăшать, 2-3 çул хушшинче 40-60 тонна тислĕк кăларнă чухлĕ азот пухăнать.Хуçалăхсем, тĕпрен илсен, люцернăна икĕ хут çулса утă хатĕрлеççĕ, виçĕ хутчен çулакансем те пур. Паха утта хатĕрлес тесен, люцернăна чечеке ларас умĕн (вырăсла - бутонизаци тапхăрĕнче) çулмалла, каярах юлсан пахалăхĕ нумай чакать. Акă мĕншĕн ĕнтĕ паян ял ĕçченĕсен нумай çул ỹсекен курăксене çуласси çине пĕтĕм вăя хумалла. Районта юлашки вăхăтра люцерна акса çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнни шанăç кỹрет. Акă «Исток» ООО тата О.Хлюкин, В.Симурзин, А.Юнкеров, Г. Макаров фермерсем кăçал люцернăн элита вăрлăхĕсене акса хăварчĕç. Чăнах та, вăрлăх хакĕ пысăк: Çĕрпỹри НИИ пĕр килограмне 220 тенкĕпе сутать. Çапах та, вăрлăхăн 30 проценчĕн хакне патшалăх саплаштарнине шута илсен, элита туянни тупăшлă теме те пулать.Паллах, укçа-тенкĕ хĕсĕк чухне вăрлăха хамăр патăрта туса илни нумай лайăхрах. Кашни хуçалăхрах вăрлăхлăх люцерна лаптăкĕсене уйăрмалла. Ĕлĕкрех çапла ĕçленĕ те, темшĕн юлашки çулсенче люцерна вăрлăхне туса илесси манăçа тухрĕ. Астăватăп-ха, колхозсем «чĕрĕ-сывă» чухне районта 350-400 гектар таран выльăх апачĕлĕх тепĕр культура - донник акса çитĕнтеретчĕç. Халĕ донник пĕртен-пĕр «Восход» СХПКра çеç 60 гектар юлнă.«Донник - выльăх апачĕлĕх хаклă культура, - тет район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин. - Донник çĕре сиплет, чи япăх тăпрана та пулăхлă тăвать. Донник - пыл паракан чи лайăх ỹсентăрансенчен пĕри те. Июнь уйăхĕнчен пуçласа августченех вĕлле хурчĕсем донник пылне пухаççĕ. 1 гектарĕ 300-500 килограмм çав тери сиплĕ пыл парать». Владимир Петрович выльăх-чĕрлĕхшĕн донникăн ешĕл массипе куккурусран хатĕрленĕ силос уйрăмах усăллă пулнине палăртрĕ. Донник - чи лайăх сидератсенчен пĕри, çавăн пекех вăл тăпра эрозийĕпе кĕрешес ĕçре те пысăк усă парать. Люцернăпа донник лаптăкĕсем ытларах пулсан выльăх апачĕ те, пыл та нумайрах пулĕ. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм эпĕ район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕпе Вадим Севрюгинпа сăмахланă хыççăн.
И.САЛАНДАЕВ.