20 июня 2015 г.
Улмаллă тăрăхĕнчи çĕрсене питех мухтама çук - чуллă-шуртăмлă, хăйăрлă-кĕллĕ тăпра çинче пысăк тухăç илес тесен нумай тар тăкма тивет. Çавăнпах пуль юлашки çулсенче кунти çĕрсем çине алă сулнăччĕ. Вырăсла каласан: «овчинка выделки не стоит», чăвашла çавăрттарсан: тăкакĕ тупăш илнинчен пысăкрах. Çапах та Шăмăршă районĕнче хăюллă та йывăрлăхсенчен хăраса тăман çынсем пĕтмен-ха, вĕсем сахал та мар. Акă Палтиел тутарĕ Фазулла Рахматуллов пĕр шикленсе тăмасăр Улмаллăра çĕр ĕçне пуçăннă. Пĕччен мар, ывăлĕпе Фенурпа пĕрле. Иккĕшĕ те - механизатор, тракторпа та, комбайнпа та ĕçлеме пултараççĕ.- Эпир тĕрĕссипе икĕ фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр, - терĕ Фазулла Сагадатуллович. - Хама уйăрса панă хирсенче 105 гектар тулă, 125 гектар урпа, 70 гектар нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтеретĕп. Ывăлăм 150 гектар урпа акса хăварчĕ. Пирĕн икĕ трактор тата комбайн, кăкарса ĕçлемелли техника пур. Юнашарти хирте Владимир Митрофанов фермер ĕçлет, 50 гектар урпапа 15 гектар кĕр тыррисем çитĕнтерет. 30 гектар хура пусă хăварнă - кĕркунне кĕрхи тулă акасшăн. Фермерăн икĕ тракторпа тырă пуçтарса кĕртмелли комбайн пур.- Кивĕ техникăна юсасах тăма тивет, - пĕлтерчĕ Владимир. - Çĕннине туянма хальлĕхе май çук-ха. Пурăнăпăр, тен, укçаллă та пулăпăр. Улмаллăсемпе чикĕллĕ Çĕнĕ Чукал (халăхра Пулмантăш теççĕ) ялĕнче районĕпех паллă фермер Валерий Симурзин пурăнать. Рахматулловпа Митрофанов çамрăк фермерсене вăл ырă канашпа-сĕнỹпе нумай пулăшать. Йывăрлăха лексен техникăпа пулăшма та хатĕр. Аякри ялсенче пĕр-пĕрне алă памасан пурăнма кансĕр: фермерăн хăйĕнех агроном та, механик та, тракторист та, комбайнер та, хуралçă та пулмалла. Çапла-çапла, пурлăха сыхламасан «кукăр алăллисем » вăрлама та пултараççĕ. Çавăнпа та фермерсен кăнтăрла та, çĕрле те канăç çук. Техника шучĕпе илсен, Валерий Николаевич чи пуянни темелле. Юлашки çулсенче кăна-ха тĕштырă пуçтарса кĕртекен икĕ комбайн, Т-150 трактор, Е-200 косилка, тырă сортлакан «Петкус» машина, лущильник туяннă. Аукционра çĕнтерсе, укçа тỹлесе унчченхи колхозăн çĕрулми хранилищипе тырă кĕлетне илнĕ. - Укçа-тенкĕ çуккипе патшалăхран кредит илетĕп, - пăшăрханса калаçать фермер. - Алăра укçа тытса кураймастăн: е минерал удобренийĕ, е гербицид, е элита вăрлăх туянмалла. Мал ĕмĕтпе пурăнмасан хуçалăха тытса пыма çук. Çĕрулми лаптăкне çуллен ỹстерсе пыратăп-ха, 40 гектара яхăнах лартрăм. Анчах тухăçа сутса пулĕ-ши? Çак ыйту паянах хытă шухăшлаттарать. Çавăн пекех тырă сутса тупăш илесси те - çивĕч ыйту. Туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарасси яланах пуçа ыраттарать çеç мар, чуна та ыраттарать.Фермерсемпе калаçнă чухне ытти ыйтусем те хускалчĕç. Акă, кăçал районти 8 çамрăк фермер, республика грантне çĕнсе илес тесе, конкурса хутшăннă. Анчах, çĕр лаптăкĕсем пĕчĕк тесе, пĕрне те çĕнтерỹçĕсен шутне кĕртмен. Çакă, паллах, фермерсен кăмăлне пăснă. Патшалăх пулăшмасан, мĕнле аталанмалла? Вун тĕрлĕ ыйту, вун тĕрлĕ проблема. Фермер çăкăрĕ пĕрре те çăмăллăн килмест çав, çакна кам ăланманни çеç çĕр çинче пуяссишĕн ĕçлеççĕ тесе шутлать. Пуянлăхшăн мар, çĕр-аннене шеллесе тата юратса тар тăкаççĕ фермерсем. Вĕсен ĕçĕ хисепе тивĕç.
И.САЛАНДАЕВ.