20 июня 2015 г.
Эпĕ хамăн юратнă «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата редакци урлă çырăнса илетĕп. Акă паян редакци умĕнче хам лайăх пĕлекен, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан хĕрарăма тĕл пултăм. Палланă çынпа калаçмалли, ыйтса пĕлмелли сахал мар, хăй мĕн пирки редакцие килнине те пĕлтерчĕ: «Район хаçатне çитес çур çул валли çырăнтăм-ха, хам кунта çуралса ỹснĕрен, район хыпарĕсене яланах пĕлес килет. Яла килмессерен, пухăннă хаçатсене кĕрсе илетĕп, вара кашни номерех вуласа тухатăп. Район мĕнле пурăннине чăннипех «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат урлă пĕлетĕп»,- терĕ ман пĕлĕшĕм калаçăва вĕçлесе. Эпĕ хам та хаçатăн кашни номерне сиктермесĕр вуласа тухатăп. Район хаçатне 42 çул хушши çырăнса, вăл маншăн чăн-чăн юратнă хаçат пулса тăчĕ. Эпĕ уйрăмах шкулта ĕçлекен учительсене район хаçатне çырăнма сĕнесшĕн, халĕ эпĕ пенсире пулсан та, шкул хыпарĕсене интересленсе вулатăп. Вĕрентекенсем хăйсем те район хаçатне воспитани темипе, хăйсен опычĕпе усă курса, материалсем çырса яма пултараççĕ. Пирĕн редакцире кунта килнĕ мартериалсене яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Çакна та каласа хăварас килет: хаçатăн содержанийĕ пуян, нумай чухне лайăххине ытларах пĕлтереççĕ. Ку, паллах, аван, анчах та хаçат урлă çитменлĕхсем çинчен, тата вĕсене мĕнле пĕтермелли майсем çинчен те çырмалла тесе шутлатăп. Ман шутпа, район хаçачĕ районта пурăнакан кашни çемьерех пулмалла.
Ф.КУЗНЕЦОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.Шăмăршă ялĕ