20 июня 2015 г.
КИВĔ ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Нина Александровна Ларшникова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ашшĕне, ашшĕн тетĕшне Яккăва тата икĕ шăллĕне Якурпа Элекçее çухатнă. - Эпĕ Палтиелĕнчи Кузьминсен йăхĕнчен, - терĕ Нина Александровна. - Вăрçă хĕн-асапне ялта тỹссе ирттернĕ. Аттесĕр тăрса юлнă ачасене пурăнма çав тери йывăрччĕ, тĕрĕссипе пирĕн ачалăх куççульпе йĕпенсех иртсе кайрĕ. Вăрçă хыççăн та нушине нумай курнă. Апла пулин те чунпа хуçăлмарăм, çитмĕл тăватта çитичченех выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлерĕм. Ялти фольклор ушкăнĕнче юрлатăп-ташлатăп, пурăнма хавхалану тупатăп. - Ылханлă вăрçă урăх нихăçан та ан пултăрччĕ! - чунне хытарса каларĕ Нина Ларшникова. - Пулас ăрусем телей çеç курччĕр, çĕр питне мир хĕвелĕ çутаттăр.
И.АНАТКАС.
ИЮНĔН 21-22-мĕшĕсенче - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 74 çул çитнине хурланса асăннă май - Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм çурти» акци иртет. Июнĕн 22-мĕшĕнче 4 сехетрен пуçласа 00.00 сехетчен «Асăну вахти - Ĕмĕр сỹнми çулăм» акцие пирĕн районти çамрăксемпе ача-пăча пĕрлешĕвĕсен активисчĕсем, шкулсем çумĕнчи лагерьсем, вĕрентỹ учрежденийĕсемпе культура учрежденийĕсем хутшăнаççĕ.