Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен тĕлпулăвĕ

20 июня 2015 г.

ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă хыççăн шăпах пĕр уйăхран - 1945 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче - Германири Совет çарĕсем ушкăнне (ГСВГ) йĕркеленĕ. 50 çула яхăн тăсăлнă тапхăрта ГСВГра районти кашни ялтанах вуншар та вуншар каччă салтакра пулнă. Хальхи вăхăтра, тулли мар кăтартусем тăрăх, Германире служба тивĕçне пурнăçланă 300 яхăн ветеран пурăнать. Вĕсем пурте тенĕ пекех салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, кирек мĕнле кăткăс лару-тăрăва та чăтса ирттернĕ, темĕнле хушăва та яланах вăхăтра пурнăçлама хатĕр пулнине кăтартнă. Пирĕн ентешсем салатак тивĕçне чыслăн пурнăçласа, аттесемпе асаттесен, кукаçисен йăлисене малалла тăснă. ГСВГра службăра пулнă салтаксемпе офицерсем иртнĕ çул Шăмăршăри ГСВГ ветеранĕсен общество организацине туса хунă. Ăна «Коммунальник » ОАО директорĕ Станислав Ястребов запасри сержант ертсе пырать. 1945-1994 çулсенче Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă ентеш-ветерансем ГСВГна туса хунăранпа 70 çул çитнине халалласа июнĕн 9-мĕшĕнче хăйсен черетлĕ тĕлпулăвне пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва килнисене ГСВГ ветеранĕсен районти организацийĕн ертỹçи Станислав Ястребов саламлă сăмах каласа, ГСВГ кашни ветераншăн çак ушкăн СССР тата Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен хăвачĕпе Европа хăрушсăрлăхĕн символĕ пулса тăнине палăртрĕ. Çакна та палăртмалла, ГСВГра салтак тивĕçне пурнăçлама чи лайăххисене, чи маттуррисене, чи хастаррисене тата хăюллисене суйласа илнĕ. Вĕсем пурте хăйсене лайăх енчен, дисциплинăллă пулнине, çĕршыв умĕнчи ответлăха çирĕп туйса тăнине палăртнă. Ветерансем çамрăк ăрăва паян та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Унтан ГСВГра нумай çул хушши офицер тивĕçне пурнăçланă, полк командирĕн заместителĕ пулнă Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ запасри полковник И.П.Чурбанов ГСВГ историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Германири Совет çарĕсен ушкăнĕ çăйĕн тĕллевĕсене пурнăçланă тапхăрта çĕршывăн Хĕшпăшаллă Вăйĕсен историйĕнче ырă йĕр нумай хăварнă. Тăнăçлăха тата Тăван çĕршыва Европăн малти чиккинче сыхлакан салтаксем яланах пысăк ăсталăхпа, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррипе, чи лайăх техникăпа тата хĕçпăшалпа уйрăлса тăнă.Тĕлпулура ГСВГ ветеранĕсем тĕрлĕ çулсенче тата тĕрлĕ çарсенче салтак тивĕçне пурнăçланă çулсене аса илчĕç, хăйсем çакăн пек элитлă çар ушкăнĕнче пулма май килнĕшĕн чăннипех те мăнаçланнине палăртрĕç .Юлашкинчен ветерансене ГСВГ юбилейĕ ячĕпе кăларнă ятарлă медальсем парса чысларĕç. Медаль илме тивĕçлĕ пулнисем йышĕнче И.П.Чурбанов полковник, Кивĕ Чукалти ĕç ветеранĕ А.В.Чурбанов (вăл Германире 1954 çулсенче хĕсметре тăнă), Шăмăршăра пурăнакан Ю.Филиппов, Р.Ахметов, А.Карзанов, Палтиелĕнчи М.Минибаев, Виçпỹрт Шăмăршăри А.Кузьмин, Кахăрлă Шăхалĕнчи В.Юманов, Ярăславри П.Лукьянов. Германири Совет çарĕсен ушкăнĕн районти организацийĕ ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе пысăк ĕç туса пырать. Хальхи вăхăтра организаци тытăмне çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлет. Çавна май ГСВГ ветеранĕсем хăйсен йышне ỹстерес, Германире службăра пулнисене пĕр çĕре пĕрлештерес тесе те тимлет. Пирĕн организацие кĕрес текенсем Станислав Ястребовпа е çак йĕркесен авторĕпе Петр Фоминпа çыхăнма пултараççĕ.

П.ФОМИН,

ГСВГ ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика