Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Атте-анне пилĕ асрах…»

20 июня 2015 г.

«ХАЛĔ эфирта Александр Васильев шăрантаракан «Шак! шак! шак! шаккарĕç кантăкран» юрă пулĕ. Кĕввине Станислав Толстов кĕвĕленĕ, сăввине вара... Шел пулин те, текст авторне пĕлме май килмерĕ…» (Чăваш Наци радиовĕн «Çичĕ юрă» кăларăмĕнчен). Галина Александровна Яковлева чăвашлăха упрама, тăван культура вучахне çĕнетсех тăма çуралнă патриотсенчен пĕри. Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăкăт ялĕнче 1947-мĕш çулта кун курнăскер, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ пулма ĕмĕтленсе Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Мĕншĕн чăваш чĕлхине суйласа илнĕ тетĕр? Мĕншĕн ашшĕ пек истори, физкультура предмечĕсем мар? Амăшĕ вĕрентекен вырăс чĕлхипе литература, нимĕç чĕлхи те мар? Тупсăмĕ акă мĕнре. Аслисем тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăна хурса хакламанни пăшăрхантарнă хĕр ачана. Чăваш чĕлхи предмечĕ ытти вĕренỹ дисциплинисемпе пĕр шайрах тăман пек туйăннă ăна. Çакă канăç паман тĕрлĕ енлĕ пултаруллă хĕре Патăрьелĕнчи вăтам шкулта аслă классенче вĕреннĕ çулсенче. Çапла Галина Прохорова (хĕр чухнехи хушамачĕ) шкул ачисене тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе пуçăнать. Галина Александровнăн ĕç биографийĕ тăван районта пуçланать – Татмăшри тата Пăлапуç Пашьелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулсенче 4 çул чăваш чĕлхине вĕрентет. 1970 – 2004 çулсенче вара – Муркашри вăтам шкулта ĕçлет. Вăтăр сакăр çул хушши педагогăн пархатарлă тивĕçне пурнăçлать. Пĕтĕм чун-чĕрипе парăнса, вăй-халне шеллемесĕр. Вĕрентỹ ĕçне творчествăлла йĕркелесе, çĕнĕлĕхсем кỹртсе ертсе пырать. Хастарлăхне кура, ăна районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвне ертсе пыма та шанса параççĕ. Галина Яковлевăн уçă урокĕсенче районти ĕçтешĕсем кăна мар, ытти регионра пурăнакан педагогсем те час-часах пулса кураççĕ, унăн паха ĕç опычĕпе паллашаççĕ. Тутарстанри, Пушкăрт Енри, Тыва, Саха (Якути), Бурят республикисенчен, Алтай тăрăхĕнчен килнĕ ĕçтешсем каланă тав сăмахĕсем халĕ те унăн асĕнче. Мускавра наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен хăна унăн урокĕсене пысăк хак пани те вĕрентекен кăмăлне çĕклемен мар! «Аслă учитель», «Учитель-методист» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ пуçаруллă, пысăк яваплăха туйса ĕçлекен педагог. Муркаш районĕн «Çĕнтерỹ ялавĕ» хаçатне тĕрленчĕк-семпе статьясем çырса тăма та вăхăт тупнă вĕрентекен. Ытларах мораль темипе тата «Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмран. Поэзипе интересленмен. Хĕрĕх урлă каçсан вара пĕр кĕтмен çĕртен сăвăсем хайлама пуçланă. Мĕн хистенĕ-ши? Акă мĕн. Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçнелле чăвашла юрăсем содержани тĕлĕшĕнчен «шĕвелме» пуçлани палăрнă. Лирикăлла юрăсем, ытларах чухне, «ыталатăп-чуп тăватăп» йĕркесемпе тулма тытăннă. Пурнăç, çирĕп шухăш-кăмăл «юрату-киленỹ-йăпану» сăмахсене вырнаçать-и вара? Пĕр тĕлпулура, çак ыйту тавра калаçнă май, Раиса Сарпи поэтесса ăна, чăваш культуришĕн чунĕпе çунакан учительницăна, сăвăсем çырса пăхма сĕннĕ. Тен, юрăсем хывма та юрăхлă пулĕç тенĕ. Çакăнтан пуçланнă Галина Яковлевăн пурнăçĕнче çĕнĕ творчесто юхăмĕ. Унăн тарăн шухăша яракан, ансат чĕлхепе çырнă илемлĕ сăввисене çийĕнчех композиторсем асăрханă. Илья Степанов, Станислав Толстов юрă хыççăн юрă кĕвĕленĕ. Халăх хушшинче анлă сарăлнă пĕрремĕш юрăсенчен пĕри – «Улăх тăрăх утса, улăх тăрăх чупса». Çак юрра паянхи кун та радиопа та, телевиденипе те итлесе киленетпĕр. Галина Смирновăпа Валерий Семенов чуна пырса тивмелле шăрантараççĕ ăна. Александр Васильев репертуарĕнчи «Шак! шак! шак! шаккарĕç кантăкран» юрра та килĕштермен çын çук пулĕ. Çавăн пекех «Хĕрлĕ чечексем», «Каллех килĕ юрату» тата ытти вăл юрлакан юрăсем те халăха килĕшекен юрăсем пулса тăчĕç. Виталий Гордеев та унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене пайтах юрланă. Маргарита Туринге тыткăнлакан «Сан çуралнă куну ячĕпе» юрра та хаваспах йышăнчĕç. Виталий Адюков вара Галина Яковлевăна творчествине халăх хушшинче сарас енĕпе пулăшса тăнă. Галина Александровна тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн вунă çул ытла Шăмăршă ялĕнче пурăнать. Йывăр чире пула тухса çỹреймест. Çавах савăк кăмăллă вăл, çунатлă ĕмĕтсемпе пурăнать. Иртнĕ çулсене аса илсе, чун-чĕрене хумхантаракан йĕркесем шăрçалать.

Г.ИВАНОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика