Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕ, ăнăçлă вĕçленĕ

02 марта 2013 г.

ĔР ĕçченĕсемпе пĕрлех, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те иртнĕ çул начар мар ĕçленĕ, хăш-пĕр енĕпе ÿсĕмсем те курăмлă. Пĕлтĕр, сăмахран, 18825,7 тонна сĕт туса илнĕ.

"Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче" текен каларăшран та килнĕ-тĕр çакă: выльăх апатне маларах палăртнинчен ытларах хатĕрлесе хăварнă. Аш-какая вара 2012 çулта 3115,4 тонна туса илме пултарнă. Пĕр сăмахпа, районта, 2011 çулхипе танлаштарсан, сĕте те, аш-какая та ытларах туса илнĕ.

Савăнтаракан тепĕр пулăм – выльăхсен шучĕ ÿссе пыни. Тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсенче кăçалхи январĕн пĕрремĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 9, сыснасем 6,3, качакасемпе сурăхсем 17,9 процент, кайăк-кĕшĕк 1,37 хут ÿснине палăртнă. Çав вăхăтрах сыснасен йышĕ кăштах чакнă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма патшалăх енчен пулăшу пани лайăх витĕм кÿрет. Ăратлăха лайăхлатма пĕлтĕр 2,26 миллион тенкĕ субсиди уйăрнă, сĕт туса илме 3,23 миллион тенкĕ субсиди парса пулăшнă.

Ялсенче килти хушма хуçалăхсем те аталансах, вăй илсех пыраççĕ. Пĕлтĕр кăна районта çак тĕллевпе 919 хуçалăх 235,3 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ.

Халĕ ялсенче тĕрлĕ выльăх тытакансем чăннипех йышлă. Хăшĕ-пĕрисем вăкăрсемпе пăрусем, сăвăнакан темиçе ĕне усраççĕ. Сысна ĕрчетекенсем те пайтах. Лаша тытакансем те йышлансах пыраççĕ. Качака-сурăх пирки каламăпăр та.

Инвестици проекчĕсем те пурнăçланса пыраççĕ. Пĕлтĕр "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнчи таварлă сĕт-çу фермине реконструкциленĕ, техника оборудованине çĕнетнĕ. Çак ĕçсенех "Хлюкин.О.А" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, "Шанс" сахал яваплă обществăра та пурнăçланă.

Пĕр сăмахпа, пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх пăхакансем начар мар ĕçленĕ, çулталăка ăнăçлă вĕçленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика