02 марта 2013 г.
ШĂМĂРШĂ районĕн хисеплĕ çыннисем, хаклă хăнасем! Сире пурсăра та мартăн 8-мĕшĕнче Шăмăрша – Хĕле ăсатмалли савăнăçлă уява йыхравлатпăр.
Уявра вăйă-кулă, юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем пулĕç, пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă лашасем кăмăла çĕклĕç. Суту-илÿ ярмăркки ĕçлĕ.
Уяв ирпе 10 сехетре, Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнче пуçланать. Пурне те хĕле чаплăн ăсатма, чипер Çуркуннене савăнăçлăн кĕтсе илме чĕнетпĕр.