Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулара пире кĕтмеç

02 марта 2013 г.

ЛТА пурăнма юлнăшăн пĕрре те ÿпкелешмеççĕ Асанкассинчи Андрейпа Людмила Салеевсем. Тăван тăрăхра сывлăшĕ уçă, шывĕ сиплĕ, çăкăрĕ те тутлăрах. Тата еплерех илем кунта. Чун-чĕрепе çуралнă кĕтесе юратаканшăн – урăх чуна çывăх вырăн çуках пулĕ çав.

Кил хуçи Аркадий Николаевич (Андрейăн ашшĕ) 7 класс пĕтерсен конюхра ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн пурнăçне çавăнтанпа лашасемпе çыхăнтарнă. Халĕ те вăл янаварсăр пурăнма пултараймасть. Уншăн хуçалăхри лаша – чун йăпанăçĕ те, ĕçре пулăшаканĕ.

– Картари ытти выльăх-чĕрлĕх – çамрăксен, – куларах пĕлтерчĕ вăл.

Çапли çапла пулĕ те, анчах ватти ăс парса пымасан яшшин ĕçĕ çыпăçмасть. Кунта Аркадий Николаевич ÿстерсе калани пирки пĕрре те иккĕленÿ çук.

Салеевсен хуçалăхĕнче икĕ ĕне, икĕ вăкăрпа пĕр пăру, çăвăрлаканнипе аçа сыснасем, чăх-чĕп пуррине те палăртмалла. Анчах та кусенчен те ытларах юратакан чĕр чунсем пур вĕсен. Кроликсем – акă мĕн интереслентерет Андрейпа Людăна. Вĕсем пысăк хăлхаллă йышшисене ĕрчетеççĕ. Çак кунсенче кăна Чĕмпĕр облаçне кайса çĕнĕ ăратлă кроликсем туянса килнĕ. Шултра йышшисен шутне ÿстерсе малтанхисене сахаллатасшăн. Ара, ăрата çĕнетсех пымалла ĕнтĕ. Çĕнĕ вăрлăхран çĕнĕ çимĕç çитĕнессине лайăх пĕлеççĕ Салеевсем.

Тепĕр вăрттăнлăх та уçас килет. Люда кушаксем юратать. Ун йĕри-тавра 5 мăр-мăр чупса çÿрет.

Çĕр ĕçĕпе те аппаланаççĕ вĕсем. Пахча çимĕç туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли уттине те хăйсемех хатĕрлеççĕ. Çителĕксĕр чухне, паллах, сутăн илме тивет.

Йывăрлăхсем Салеевсемшĕн те пур. Ÿркенменрен, ĕçе юратнăран йывăр лару-тăруран тухма пĕлеççĕ вĕсем. Икĕ ĕне усракансемшĕн сĕт хакĕ йÿнĕ пулни канăç памасть, ял çыннин ĕçне ытла пĕчĕк хака хуни пăшăрхантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика