Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ещĕк эрех, кăлпасси...

02 марта 2013 г.

Асанкассинчи В.В. Т. малтан та судпа айăпланнă пулнă ĕнтĕ. Анчах та вăл çакăнтан тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туман, тÿрĕ çул çине тухма шутламан. 2012 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче 21 сехет иртсен вăл Асанкассинчи предприниматель лавкки умне çитсе тăнă. Паллах, ырă шухăшпа пыман вăл унта. Çамрăк арçын, каç еннелле самаях "хĕрсе" çитнĕскер, йĕри-тавралла пăхса илнĕ те, çывăхра никам та çуккипе усă курса лавкка чÿречине çĕмĕрсе шала кĕнĕ.

"Беленькая" эрехе тата хаклă сигаретсен блокне самантрах сумкана чăмтарнă вăл. Кун хыççăн тата икĕ блок сигарет, 632 тенкĕ вакă укçа, ытти таварсем – пурĕ 2032 тенкĕлĕх – сумкара вырăн тупнă. Çак сумкана В.В.Т., кайран илсе тухăп-ха тесе, хыçалти алăк патне кайса хунă. Арçын малалла "ĕçлеме" тытăннă. "Праздничная" тата "К столу" кăлпассисем куç хупса иличчен тенĕ пек хут курупкана куçса выртнă. Сигаретсен блокĕсене те курупкана хунă. Алă тĕлне пулнă 25 пин те 257 тенкĕ укçана та "каçхи гастролер" тÿрех хăйĕн кĕсйине пĕтĕрсе чикнĕ. Кунсăр пуçне "Старая станичная волость" тата "Ковчег" маркăллă шурă эрехсене те – кашнинех пĕрер ещĕк! – курупкăсене хурса çула тухма хатĕрленĕ. Çак таварсене хыçалти алăкран кăларса килне сĕтĕрсе кайнă.

Çапла вара, В.В.Т. РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн "б" пунктĕнче пăхса хăварнă йывăр преступлени тунă.

Кукăр çулпа "рейс" тунă хыççăн çав каçах, çаратнă таварсене килне çитерсе тепĕр "рейса" тухнă йĕкĕт. Анчах та хальхинче "ухута" ăнăçман, малтан хатĕрлесе хунă пакета лавккаран илсе тухайман. Лавкка патĕнчен фарăсем çутнă автомашина иртсе кайнине курсан шала кĕмен – айккинелле тапса сикнĕ, килнелле таплатнă.

Çак преступление, унран килмен сăлтавсене пула, вĕçне çитереймен вăл. Анчах ку та преступлени шутланать.

Йывăр преступление полицин районти уйрăмĕн оперативлă шырав ушкăнĕ тепĕр кунах уçса панă.

Нумаях пулмасть Патăрьел район сучĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Асанкасси çамрăкне Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн икĕ статйи тăрăх айăпласа 2 çул та 3 уйăхлăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Халĕ вăл колонире "канать".

Преступлени тăвас умĕн яланах кайран мĕн пуласси пирки шутламалла. Килпетсĕр ĕç, ăна мĕн тери вăрттăн тума тăрăшсан та, çиеле тухать-тухатех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика