02 марта 2013 г.
Профтехучилище пĕтернĕ хыççăн общежитири пÿлĕмре пĕрле пурăнакан Люда пурнăç таппи чарăнса ларас патнех çитнĕ Оксанăн чун ыратăвне çăмăллатрĕ. "Тантăшăм, тĕлĕнетĕп эпĕ санран, – терĕ вăл. – Çемьере пĕртен-пĕр хĕр тетĕн-çке эсĕ. Тĕпре пурăнакан, килтен хăвалама пултаракан ывăл çук. Апла пулсан, ачуна пĕр чăрмавсăрах çуратма, ăна аçу-аннÿ патне хăварма пултаратăн. Тепĕр тесен, вĕсен валли йăпанăç та пулать. Çитменнине, асаннÿ те пур. Эсĕ сăн-сăпатран та, ÿт-пÿрен те тиркемелли хĕр мар. Пĕр-пĕр лайăх йĕкĕтех качча тухăн акă. Хырăм пăрахас шухăш пуçра та ан пултăр. Ку вăл ача амăшĕ пулас ĕмĕте тĕпренех кăкласа ывăтма пултарать. Хĕрарăм ача çуратаймасан вара çемьере тулли телей пулас çук, упăшка теприн патне пăрахса каяс хăрушлăх та пĕчĕкех мар...".
Пусма картлашки çинче аттисене хывнă вăхăтра Оксанăн чун-чĕринчи пăлханчăк туйăмсем, сиксе вĕрекен хуранри кăпăксем евĕр, пĕр вĕçсĕр каллĕ-маллĕ чупма пуçларĕç. Ара, ашшĕ-амăшне ырă хыпарпа савăнтарма килсе çитмерĕ-çке вăл октябрь уйăхĕнчи çумăрлă кун Шупашкартан. Паллах, чечеклĕ фатапа шурă кĕпе тăхăнса турăш айĕнче Федьăпа юнашар ларас шанчăк пулсан, çĕнĕ хыпар çăмхине çăмăллăнах сÿтсе парĕччĕ Оксана. Çумра упăшка çук çĕртенех варти ача тăватă уйăхра пулни çинчен мĕнле питпе каламалла-ха ашшĕ-амăшне; Чăн та, амăшĕ ăнланма та пултарĕ хăйĕн хĕрне, анчах мĕнлерех кăмăлпа йышăнĕ ашшĕ чăваш ялĕнче мĕн авалтан чыссăрлăх чатăрĕпе витĕннĕ хыпара;
Качча каймасăрах ача çуратма хатĕрленни çинчен пĕлтерсенех амăшĕн хĕвел пек çиçекен сăн-пичĕ самантрах тĕксĕмленчĕ, сасси те вăйсăррăн тухрĕ.
– Хулана кайнă чухне аçу вĕрентсе каланине ăша хывмарăн пулать апла эсĕ, хĕрĕм, – куçне капланса килнĕ куççульне саппун вĕçĕпе шăла-шăла илчĕ амăшĕ. – Çакна илтсен вăл, ахаль те кăра çилĕллĕскер, урсах кайĕ. Тепĕр тесен, хăв чун панă ачан кун-çулне татса Турă умĕнче çылăха кĕменни лайăх та. Ытлашши ан хурлан, хĕрĕм. Çын япалине вăрласа суд тенкелĕ çине ларниех мар-ха ку. Пĕр ачана кăна тĕрĕс-тĕкелех ÿстерсе çитĕнтерĕпĕр. Асаннÿне Микула тетÿ патĕнчен хамăр пата илсе килĕпĕр. Ватăскер, мăнукшăн каçсах кайĕ.
– Ача пулать; Мĕнле ача;! Упăшки ăçта;! – картишĕнчи ĕçсене вĕçлесе пÿрте кĕнĕ кил хуçине арăмĕ çĕнĕ хыпара пĕлтернĕ-пĕлтермен лешĕн куçĕ-пуçĕ чарăлса кайрĕ, тĕлĕннипе, пĕççине шарт! çапса, кресло çине лаш! кайса ларчĕ. – Хулана каяс умĕн эпĕ хамăн сăмахăмсене хĕрĕме мар, урамра ăнсăртран чупса иртекен йытă амине каларăм пулинех. Хĕр пуçăн ача çуратса ял çинче аçу-аннÿпе пĕтĕм тăвансен ятне ярас терĕн апла; Кăна çамку çине картсах хур: çак самантран пуçласа эсĕ манăн хĕр мар! Юлашки автобуспа каяллах, Шупашкара, кайма пултаратăн. Хам килте сана, питĕме кĕççе çĕленĕ хĕре, текех пĕр сехет те усрамастăп. Шутлама кăна! Тепĕр пилĕк уйăхран яла "вĕлтĕрен кайăкĕ" вĕçсе килет. Вăл шăпах Андрей Ярмушкин кил-çурчĕ тĕлĕнче анса ларать, йăва çавăрать...
– Энтри, халĕ хĕр пуçăн ача çуратнишĕн унчченхи пек питех калаçмаççĕ ĕнтĕ, – мăйĕ çинчи юн тымарĕ халь-халь татăлса каясла хĕремесленсе калаçакан упăшкине лăплантарма пăхрĕ арăмĕ. – Самана улшăннă май, ку чухне ялсенче хĕрсем ача çуратнă тĕслĕхсем сахал мар. Хырăм пăрахса таса хĕрсен шутĕнче тăракансем мĕн чухлĕн-ши тата; Арçынсемпе ар çыхăнăвĕнче тăракан хĕрсене вара шутласа та кăлараймăн. Чеескерсем, çие юласран сыхланмалли темле меслетсене те пĕлеççĕ вĕсем, арçынсемпе темиçе çул арлă-арăмлă пурăнсан та ача çуратмаççĕ. Пирĕнни евĕр хĕрсен вара, ку енĕпе тĕттĕмскерсен, пĕртен-пĕр каçрах хырăм юлать. Ытлашши тĕлĕнтермĕш хыпарах пулмĕ-ха çакă ял-йышшăн.
– Лена, эсĕ аскăнлăха иленнĕ хĕрне хÿтĕлесе ларатăн-и-ха;! – ĕçре пиçĕхнĕ кире пуканĕ пек пысăк чăмăрĕпе арăмне юнаса илчĕ чĕтреве ернĕ упăшки. – Клуба çÿретмесĕр тенĕ пек, пулас упăшки умĕнче ят илтмесĕр пурăнма ĕçчен те сăпайлă хĕр ÿстерсе çитĕнтерме ĕмĕтленеттĕмĕр. Ырă сунса пурăннишĕн халĕ хĕрĕмĕр пире çакнашкал "чаплă парнепе" тав тăвать иккен. Кĕтмен-туман çĕртен пуç çине "пысăк телей" йăтăнса аннипе вышкайсăр савăнмалли кăна юлать амăшĕпе иксĕмĕрĕн. Пирĕн "телей" çине ăмсанса пăхăр, хаклă кÿршĕ-аршăпа ял-йыш!
– Лăплан, Энтри, хĕрĕмĕр темле хăрушă ĕç туса хуман-çке...
– Ку хыпара ниепле те йышăнма пултараймасть манăн чĕрем, вăл пуçăма та шăнăçмасть! – сурчăк сирпĕтсех аллисемпе хур аçи евĕр хăлаçланчĕ упăшки. – Халех, çак самантрах, ăçтан килнĕ, çавăнта тухса вĕçтертĕр. Ачине те, хăйне те курам мар хамăн кил-çуртра. Çакăнпа манăн сăмахăм пĕтрĕ! – хăй хыççăн алăка вăйлăн шаплаттарса хупса, малти пÿлĕме таплаттарса кĕрсе кайрĕ кил хуçи.
Оксана, алăк патĕнче ĕсĕклесе тăраканскер, пĕр чĕнмесĕр пăтаран плащне вĕçертсе, ăна çумăрпа витĕрех йĕпеннĕ çурăмĕ çине уртса ячĕ, аллине сумкине тытрĕ.
– Хĕрĕм, ăçта тухса каятăн ĕнтĕ каçа хирĕç; – Оксанăна чарма хăтланчĕ амăшĕ. – Ыран ирпе кайăн пĕреххут. Ирччен, тен, аçун çилли те иртсе кайĕ.
– Çук, анне, кунта текех пĕр минутлăха та тытăнса тăмастăп. Декретлă отпуска тухиччен хам ĕçрех ĕçлĕп. Общежитири пÿлĕмре тантăшăмпа иксĕмĕр кăна пурăнатпăр. Ачана çуратсан та хĕсĕнкелĕпĕр-ха...
– Оксана, халĕ хулара унчченхи пурнăç мар ĕнтĕ. Ĕçлеме пăрахсан, ача пособийĕпе кăна мĕнлерех пурăнкалăн; Ачу валли ăна-кăна та илмелле пулĕ. Мĕнпе туянăн; Тата япалисем те питĕ хаклă халĕ. Апла пулсан, ачуна çуратсанах киле тухса кил.
– Çук, аннеçĕм, киле эпĕ, атте хушнă пек, урăхран ура та ярса пусмăп. Сывă пулăр, – хăй хыççăн алăка ерипен хупса çенĕке тухрĕ Оксана.
Шăпăр-шăпăр çăвать кĕрхи сивĕ çумăр. Вăл çÿхе плащ вĕççĕн кăна тухнă хĕрĕн çан-çурăмне самаях çÿçентерет. Унăн çавра пичĕ тăрăх юхса анакан вĕри куççуль-шăрçасем сивĕ çумăр тумламĕсемпе пĕрлешсе ура айĕнчи пылчăкпа çăрăлакан çĕр çине шăпăртатаççĕ. Урамри çÿлелле кармашакан çамрăк тирексем те хĕрĕн ăраскалăр килсе тухнă шăпишĕн хурланса хăйсен чĕлхипе тем пăшăлтатаççĕ, Оксана утакан çул çине хăйсен куççульне тăкаççĕ...
х х х
Лайăх тус-тантăш çывăх тăванран та хаклăрах теççĕ. Çак каларăш пурнăçра мĕн тери чăна килнине Оксана ялтан каялла, Шупашкара, çитсен пĕтĕм чун-чĕрепе ăнланса илчĕ. Ăна, кĕрхи çумăрпа çип юлми йĕпеннĕскере, шăла шăл лекми сиксе чĕтрекенскере тата йĕре-йĕре халтан кайнăскере, общежитире пĕрле пурăнакан Люда çепĕç сăмахсемпе лăплантарчĕ, ăшă тумтир тăхăнтартса пĕр черкке эрех ĕçтерчĕ, вырăн çине тирпейлесе вырттарчĕ, çиелтен икĕ хулăн утиялпа витрĕ. Çĕрĕпе тарласа канăçлăн çывăрнăскер, ирхине вырăн çинчен çăмăллăнах сиксе тăчĕ те Оксана, сĕтел çинчи чашăксем çине вĕри те техĕмлĕ чей ярса тăракан тантăшĕ патнелле ыткăнчĕ.
(Малалли пулать.)