Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă конкурс

02 марта 2013 г.

ТĂВАН çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа "Аленушка" ача садĕнче "Зарничка" конкурсĕ иртрĕ. Вăйă "Офицерсем" (аслă ушкăн) тата "Пăхаттирсем" (шкула каяс умĕнхи ушкăн) хушшинче иртрĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç: мечĕксене тĕл пересси, "пăрахутпа" пристане маларах ишсе çитесси, "çапăçу хатĕрĕсене" палăртнă вырăна илсе çитересси.

Пĕтĕмлетÿ хыççăн "Пăхаттирсем" çĕнтерÿçĕ пулни палăрчĕ. Командăсенчи шăпăрлансене пурне те медальсемпе чысларĕç.

Хĕр ачасем пĕчĕк пулас салтаксене сăвă-юрăпа савăнтарчĕç, хăйсен аллипе ăсталанă парнесем парса хавхалантарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика