27 июня 2015 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 22-мĕш конференцийĕ иртрĕ. Конференци ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновăпа Руслан Тихонов, партин ĕç тăвакан комитечĕн представителĕ Лариса Жаркова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, депутатсем, влаç органĕсен ертỹçисем, район пуçлăхĕсем, парти членĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Конференцире 6 ыйту пăхса тухрĕç. Тĕп ыйту - ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнма «Единая Россия» партирен кандидат тăратасси. Мероприятие партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пычĕ. Конференци вăхăтĕнче вăрттăн сасăлав иртрĕ. Виçĕ кандидатран пĕрне суйламалла пулчĕ делегатсен. Ун пĕтĕмлетĕвĕпе 115 çынран 114-шĕ Михаил Игнатьевшăн сасăларĕ. «Мана шаннăшăн пурне те тав! Умра - çăмăл мар тапхăр. Пурте пĕрле туслăн ĕçлесен - çĕнтеретпĕрех!» - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич. Конференцирех суйлав умĕнхи программăна çирĕплетрĕç, ытти ыйтупа та тивĕçлĕ йышăну турĕç
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена АРШИНОВА:
- Чăваш Республики, «Единая Россия» парти проекчĕсене пурнăçласа, çĕршыв ертỹçин - Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пысăк шанăçне тивĕçрĕ. Президент регионти инвестици илĕртỹлĕхне тата республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьевăн, унăн командин тăрăшуллă ĕçне палăртрĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Элара» ОАО генеральнăй директорĕ Андрей УГЛОВ:
- Эпĕ конференцие чĕннĕ çын пулса çеç хутшăнтăм, делегат мар. Ман шухăшпа, Михаил Васильевич - чи тивĕçлĕ кандидат. Вăл ертсе пынă 5 çул хушшинче республика пур сферăра та малалла пысăк утăмсем турĕ.