27 июня 2015 г.
Иртнĕ шăматкун, Шупашкара кайнă чух, автобус çула май Канашри автовокзала чарăнчĕ. Автобусран тухнă-тухманах вокзал патĕнче тем пулнине туйса илтĕм: полицейскийсем йышлă тата перронăн пĕр пайне йăрăмлă хăюпа пỹлсе илнĕ. Йĕрке хуралçисем пассажирсене малалла иртме те, кĕсье телефонĕпе калаçма та чараççĕ - Канса лармалли тенкел çине такам спорт сумкки хурса хăварнă, - пĕлтерчĕ пире вокзал дежурнăйĕ. - Кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр, сумкка хуçи килмерĕ. Вара, инструкципе килĕшỹллĕн, полици уйрăмне шăнкăравларăмăр. Халĕ самани лăпкă мар, тен, сумккана пĕр-пĕр террорист лартса хăварнă? Полицейскийсем, вокзалри видеокамера ỹкерчĕкĕсемпе паллашнă хыççăн, сумккана вăтам çулсенчи арçын лартса хăварнине, хăй вара, суллана-суллана, Тăвайне каякан автобуса кĕнине пĕлнĕ. Телее, автобусĕ ытла аякках та кайман иккен, 10-15 минутран хайхи ỹсĕре лартса та килчĕç. - Мускавран таврăнатăп. Сумккара ман ĕç тумтирĕ кăна, - хăйне айăпласран хăра-хăра калаçрĕ шăрт пек сухаллă арçын. - Ĕçрĕм ĕнтĕ, тунмастăп. Нумай мар - пĕр чĕрĕк çеç... Пăтăрмах çапла йĕркеллĕ вĕçленнĕ хыççăн пурсăмăр та çăмăллăн сывласа ятăмăр. Хĕрарăм-пассажирсем арçынна тытса хĕнеменни кăна: юрать-ха полицейскийсем чараççĕ. - Çакăн пек пăшăрхануллă самантсем унччен те пулкаланă-и? - ыйтрăм вокзалра ĕçлекенсенчен. - Пулкалаççĕ, - терĕç вĕсем. - Кашни уйăхрах кам та пулин пĕр-пĕр япала манса хăварать. Яланах полицейскийсене чĕнме тивет. Мĕн тăвăн, сыхланакана Турă та упрать теççĕ. Çапла, терроризм паян - этемлĕх цивилизацийĕн тĕп хăрушлăхĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче хамăр çĕршывра та террорла ĕçсем пулса иртрĕç, çын вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Пĕр айăпсăр çынсем - ачасем, хĕрарăмсем, ватăсем - терроризмăн хăрушă инкекне тỹсеççĕ. Террористшăн çын пурнăçĕ çỹпĕ вырăнĕнче анчах. Хăрушлăх юнашарах тăма пултарать, çавăнпа та питех те асăрхануллă пулмалла пирĕн. Уйрăмах çын нумай çỹрекен- пулакан вырăнсенче сыхлăх кирлĕ. Граждансен активлă позицийĕ - тимлĕх тата иккĕлентерекен япалана курни-тупни çинчен çийĕнчех йĕрке хуралçисене пĕлтересси - паянхи пурнăçра тĕп вырăнта пулмалла. Иккĕлентерекен япалана асăрхасан ăна тытса пăхма, сумккана ухтарма пачах та юрамасть! Япала çумĕнче кĕсье телефонĕпе усă курни те - хăрушă. Аяккарах кайсан тин полици уйрăмне шăнкăравлама юрать. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене те урамра тупнă япалана тĕкĕнме юраманни çинчен асăрхаттарсах тăмалла. Енчен те иккĕлентерекен япала выртнине асăрхарăр пулсан, аяккарах кайса тăрăр та полици сотрудникĕсем киличчен пăрахса ан кайăр. Паника çĕклеме, çынсене хăвăр пата чĕнме юрамасть! Терроризм пирĕн патăрта пулмĕ-ха тесе лăпланса пурăнмалла мар. Экстремизм палăрăмĕсене асăрхасан та çийĕнчех полици уйрăмне пĕлтермелле. Халăхсене хирĕçтерес тĕллевпе элек саракансене, листовка салатакансене те асăрхаман пек пулмалла мар. Пирĕн Раççей - халăхсен туслăхĕпе вăйлă. Çак туслăха хавшатма парар мар, сыхă пулар та ăслă-тăнлă пулар. Граждансен хăйсен япалисене вокзалта, автобусра е ытти çĕрте пăрахса хăвармалла мар, эпир «манса кайни» вуншар çынна пăшăрхантарма, йĕрке хуралçисен хаклă вăхăтне ахалех сая яма, чĕре чирĕпе чирлĕ çынсен сывлăхне хавшатма пултарнине асра тытасчĕ.
И.САЛАНДАЕВ.