Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Аххаяса» Чĕмпĕрсем те хавас

27 июня 2015 г.

«Аххаяса» Чĕмпĕрсем те хавас

Июнĕн 20-мĕшĕнче Пуянкассинчи «Аххаяс» халăх фольклорĕн коллективĕ Чĕмпĕрти чăвашсен Акатуйĕнче пулчĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе кỹршĕсене савăнтарса- тĕлĕнтерсе хăварчĕ. Çĕнтерỹ паркне облаçри кашни районти чăвашсем пуçтарăннă, кашни район хăна çурчĕ хатĕрленĕ. Унта - чăваш çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ, ĕç хатĕрĕсем... Ал ĕç ăсталăхĕн выставки те питĕ пуян. Вăрçă çулĕсенче чăваш ялĕсенче куççуль тăкса пĕçернĕ мăян çăкăрне те курма пултартăмăр. Пире çав тери ырă сунса, çăкăр- тăварпа тата чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Икĕ сцена çинче те хамăр ятарласа хатĕрленĕ программăна анлăн кăтартса патăмăр. Акатуйне Чĕмпĕр чăвашĕсен обществин председателĕ В.Сваев уçрĕ, облаçра пурăнакансене тата хăнасене С.Морозов кĕпĕрнаттăр ăшшăн саламларĕ. Чăваш юрри-такмакĕ, чăваш кĕвви çак кун хулипех янăрарĕ. Пирĕн республикăри Комсомольски тата Çĕрпỹ районĕсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем те хăйсен ăсталăхне чи çỹллĕ шайра кăтартса пачĕç. Чăнлă районĕнчи Улхашри (ертỹçи - Анат Чаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ Марина Патова) фольклор коллективĕпе те савăнсах паллашрăмăр. Чĕмпĕрти Акатуйран Дипломсемпе тата парнесемпе, чун-чĕрери чи ырă кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Тепĕр çул Шăмăршă Акатуйне килсе савăнма хăнана чĕнсе хăвартăмăр.

Н.ФЕДОТОВА, «

Аххаяс» фольклор ушкăнĕн ертỹçи,

Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика