Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никам та манăçа юлман…

27 июня 2015 г.

Никам та манăçа юлман…

Çулсем иртсессĕн те ан манăр,

Ан манăр! Хăшĕсем килеймĕç халь тинех!

Çынсем! Чĕре тапнă чухне ан манăр

Телейĕмĕр мĕн чухлĕ ларнине.

ВЫРĂССЕН паллă поэчĕн Роберт Рождественскийĕн сăввинчи йĕркесем çакă. Вĕсене аса илме сăлтав та пур: 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, пĕтĕм халăх тутлăн çывăрнă чух - ирпе 4 сехетре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Унтанпа 74 çул иртрĕ ĕнтĕ. Анчах синкерлĕ пулăм манăçмасть - вăл пирĕн тăрăхри вуншар та вуншар пин çын шăпинче «хура пичет» лартса хăварнă. Астăвăмпа хурлăх кунĕ ячĕпе Кивĕ Шăмăршăра та митинг пулса иртрĕ. Унта Васанти халăх музейĕн директорĕн Г.Ларшниковăн сăмахĕсене никам та куççульсĕр итлеймерĕ пулĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров та ытларах патриотизм теми çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм Раççейри пекех, ял тăрăхĕнче «Астăвăм вахти» акци те иртрĕ. Çак хушăра шкул ачисем вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче хисеплĕ хуралта тăчĕç. Кайран ялти чиркỹ настоятелĕ Зосима иеромонах панихида ирттерчĕ. Асăнупа хурлăх кунĕ Васан ялĕнче те пулса иртрĕ, унта та çынсем йышлă хутшăнчĕç. Вăрçă нушипе инкек-синкекĕ кашни çемьенех пырса тивнĕ вĕт: ялсенче пĕр килтен темиçешер салтак фронтра пуç хуни те пулнă. Анчах вĕсене никам та манман - паттăрсем паян та халăх асĕнче. Кашниех - пирĕншĕн çывăх ят. Ан тив, вĕсене асăну çурти ĕмĕрлĕх савăк кỹтĕр...

Г.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика