01 июля 2015 г.
Июĕн 25-29-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕн территорине кĕрекен Хĕвеллĕ уçланкăра республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисем иртнĕ.
Вĕсем вĕçленнине халалланă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Михаил Игнатьев та хутшăннă. «Зарницăпа» «Орленокăн» маттурĕсене воспитани паракан ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсене чунтан тав тунă май Михаил Игнатьев кăçалхи çĕнтерỹçĕсене чысланă. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, «Зарницăра» - Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, «Орленокра» - Çĕрпỹри вăтам шкул çĕнтерни палăрнă. Кадетсен хушшинче Шăмăршăри вăтам шкула çитекенни пулман. Шăмăршă командине кубокпа, кадетсене медальсемпе чысланă.
Н.МИЛЮШКИНА.