01 июля 2015 г.
Шăмăршăри Культура Керменĕ умĕнчи лапам çак каç пурне те илĕртрĕ. Кунта «Çамрăк сасăсем - 2015» ятпа эстрада юррисен районти фестивалĕ иртрĕ. Ăна Раççей Çамрăкĕсен кунне халалланă.
Çамрăклăх - пурнăçри чи илемлĕ вăхăт. Сăн-пит çиçсе тăрсан, чунра шăпчăк юрă юрласан ăçтан лăпкăн кăна пăхса тăрăн-ха? Фестивале хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç, эстрада ушкăнĕсем те, уйрăм юрăçсем те хăйсен пултарулăхне туллин кăтартса пачĕç. Чи маттур юрăçсене Дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Лауреатсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков ăшшăн саламларĕ, уява килнисене вара çирĕп сывлăх, телей, юрату сунчĕ. - Эсир - çĕршыв пуласлăхĕ, - терĕ Владимир Александрович. - Сирĕн çине пăхатăп та, аслă ăрусен эстафети шанчăклă алăра пулнишĕн савăнатăп. Владимир Петьков çавăн пекех 2015 çулхи чи лайăх çамрăк специалистсене палăртмалли конкурс çĕнтерỹçисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Юлашкинчен уяв дискотеки каччăсемпе хĕрсене савăнăç парнелерĕ. Вырăс, чăваш, тутар эстрада юррисем каçхи Шăмăршă тăрăх чун-чĕрене илĕртсе илемлĕн саланчĕç.
В.ЛЬВОВА.