01 июля 2015 г.
ШĂРĂХ çанталăкра урамри хăйăр купи çинче машинăпа вылякан ачасем патĕнчен лăпкăн иртсе каяймарăмăр. Чăвашла калама çук хитре чĕвĕлтетекен арçын ачасем никама асăрхамасăр пĕр-пĕринпе ăмăртсах йывăр тиевлĕ тракторсене малалла шутаратчĕç. Шыв кỹленчĕкĕнче хăйăра йĕпетнĕ те çурт ăсталама пикеннĕ ачасем. Ан тив, пит-куçĕ таранах хуралса пĕтнĕ пулин те (амăшĕ çуса тасатĕ-ха) питĕ ĕçлĕччĕ вĕсем. Уçă сывлăшра выляни компьютер умĕнче пăчăхса ларнинчен темиçе хут лайăхрах-çке. Пилĕк çулти сарă çỹçлĕ Лева ỹссен никам та мар, тракторист пулма ĕмĕтленет. Часах унăн амăшĕ Татьяна та, самантлăха ĕçрен килне чупса килнĕскер, урама тухрĕ. Юнкеровсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Чи асли Кристина Шупашкарти ялхуçалăх академийĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренет. Дима кăçал 11-мĕш класс пĕтернĕ. Вадим 4-мĕшне, Алеша 2-мĕш класа куçнă. Хăйăр купи çинче выляма юратакан, пирĕнпе пуринчен малтан паллашма ĕлкĕрнĕ Лева ача садне çỹрет. Юнкеровсем «Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума пулăшасси» социаллă программăпа килĕшỹллĕн Анат Чаткасра пысăк пỹрт çавăрнă. Унта хальлĕхе никам та пурăнмасть. Хăйсен вăйĕпе маларах хăпартнă çуртрах пурин валли те вырăн çитет. Амăшĕн капиталĕпе усă курма ĕлкĕреймен-ха çемье. «Ачасене вĕрентме кирлĕ пулĕ. Çавăнпа ăна хальлĕхе тытас темерĕмĕр. Тăватă ывăла ура çине тăратмалла-çке. Пурте ялта юлас темĕç», - чунне уçать Татьяна. Вăл чылайранпа Анат Чаткасри çемье врачĕн офисĕнче тăрăшать. Ĕçри çитĕнỹ семшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн вăл çак кунсенче «ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Андрей _ фермер. 131 гектар çĕр çинче çĕрулми, чĕкĕнтĕр, кишĕр, утă, тырпул туса илет çемье. Техника енчен пĕр чăрмав та çук Юнкеровсен. Кил хуçи çĕр ĕçне юратни юнпа çыхăннă тесен те йăнăш мар пулĕ. Ашшĕ Анатолий Александрович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра механизаторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ывăлĕсене утма тытăнсанах хăйĕнчен хăварман ашшĕ. Пĕчĕккĕллех техникăна хăнăхтарнă, çĕрпе тухăçлă усă курма вĕрентнĕ. Андрейĕн тетĕшĕ Юрий те - фермер. «Хĕрарăм телейĕ арçынран нумай килет. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнлансан кăна çирĕп çемье çавăрма, ачасене тĕрĕс-тĕкел ỹстерме пулать. Ирхине ĕçе тухса каятăп та каçхине кăна таврăнатăп. Çĕрле те, уявсенче те чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама чупасси пĕрре мар пулнă. Мăшăр мана çунатлантарса, хавхалантарса пырать», - çемье пурнăçĕ пирки ăшшăн каласа кăтартать Татьяна Васильевна.
ИВАНОВСЕМ - ХАСТАР ЧĂВАШСЕМ
Юрий Николаевичпа Ирина Николаевна Ивановсем, ачисене çитĕнтернĕ хыççăн, тепĕр 16 çултан ватлăхра хăйсене йăпанма тесе тĕпкĕч ывăл çуратнă. Димăпа Алексей Чĕмпĕрти политехника институтĕнче пĕлỹ пухаççĕ. 4 çулти Максима кашни кунах Анат Чаткасри ача садне илсе çỹреççĕ. Асли çут тĕнчене килсен Шăмăршăри ача çуратмалли çуртри акушеркăсем: «Максим Горький ялĕнче Максим çуралчĕ», - тенине ăша хывнă Ирина. Амăшĕ çак ятах суйласа илнĕ тĕпренчĕкĕ валли, анчах та тăванĕсем Дима ят хуртарнă. Иккĕмĕшне те Шăмăршăрах çуратнă. Акушеркăсем хальхинче те çав ятах хуртарас шухăшпа малтанхи пекех каланă. Максим тесе çыртарма пуçтарăннăскерсене Иринăн амăшĕ: «Пепке Турă çынни Алексей эрнинче çуралнă, çавăнпа та унăн ятне хумалла», - тенĕ хистесех. Ват çын каланине итленĕ çамрăксем. Виççĕмĕшĕ Шăмăршăра мар, Шупашкарта çут тĕнчене килнĕ. Ирина Максим Горький ялĕнчен çуратма килнине никам та пĕлмен кунта. Тăванĕсемпе ашшĕ- амăшĕ хушшинче те тавлашу пулман. Хальхинче ывăлне пĕр шухăшласа тăмасăр Максим ят çыртарнă Юрăпа Ирина Ивановсем. «Ялти виççĕмĕш Максим» теççĕ тăватă çулти арçын ача пирки. Шăнкăртам çывăхĕнчен чи малтан куçса килекенни Пименов хушаматлă пулнă-мĕн. Ял çыннисем каланă тăрăх, пĕр вăхăт Максим ятлă тепĕр çын (иккĕмĕшĕ) пурăннă кунта. Тĕлĕнмелле хитре çурт-йĕр çавăрнă Ивановсем. Ашшĕпе амăшне хисеплесе хăй çуралса ỹснĕ пỹрте пăсас темен кил хуçи. Асăнмалăх юлтăр тесе ăна та йăлтах çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕ. Çуллахи вăхăтра ывăлĕсем пурăнма юратаççĕ-мĕн унта. «Калама çук туслă эпир, Максим Горькийсем. Уявсенче те, нимере те, хуйхă-суйхăра та пĕрле. Никамран пĕр вăрттăнлăх çук, çавăнпах килсенче кам мĕн çинине те, кукăль пĕçернине те , ханша юхтарнине те пĕлсе тăратпăр. Çыннисем те лайăх, ĕçкĕпе иртĕхекен пачах çук. Пурте çĕрĕн-кунĕн ĕçлеççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ», - пĕлтереççĕ Ивановсем. Ялта ĕç вĕресе тăнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр, пĕрисем мунча хутма пĕр машина хурăн вутти тиесе килчĕç. Теприсем тар юхтарсах утă çулатчĕç, виççĕмĕшсем пахчара çĕрулми çумлатчĕç. Юрăпа Ирина картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ, темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç ỹстереççĕ. Таса та типтерлĕ йăрансен хушшинче ниçта та пĕр çумкурăк курăнмарĕ.
ÇУЛШĂН САВĂНАÇÇĔ
2008 ÇУЛТА Анат Чаткасран пуçласа Максим Горький ялне çитиех асфальт çул хывнă. Проектпа килĕшỹллĕн ял вĕçне çити кăна илсе çитерме йышăннă, район ертỹçи Валерий Фадеев тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова çине тăнипе асфальт çула урама та сарнă. «Епле телейлĕ эпир халь. Малтан мĕнле пурăннă-ши? Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра пылчăк еплерех çăрăлатчĕ. Юрать, вут- кăвартан Турри сыхланă пире», - теççĕ кунта тĕпленнисем. Тахçан çул çуккипе асапланнăран, ял халăхне унта-кунта тухса çỹреме «Восход» хуçалăх лаша та панă. Пĕр хăнăхнăскерне каялла илес темен, халĕ те унтах пурăнать вăл. Янавара поселокра пурте юратаççĕ, çавна май черетпе пăхаççĕ, утă, сĕлĕ çитереççĕ. «Кăвак çулăм» кашни килтех çунать. Çак пĕчĕк утрав çинче аваллăха ăша хывса, чăваш йăли-йĕркине мала хурса, ваттисене сума суса, хăйсене пуринчен те телейлĕрех туйса пурăнаççĕ кунта çынсем. Уявсенче илемлĕ те çепĕç чăваш халăх юрри-кĕвви, хуткупăс сасси уй-хир тăрăх чỹхенсе кайса, юнашарти тутар ялĕсене çитсе кунта пурнăç малалла тăсăлнине систерет. Темиçе ĕмĕрте те çĕр çинчен çухалман, килсене халиччен упраса хăварнă Максим Горький поселокĕ тепĕр çĕр çултан та пурăнĕ-ха апла. Чăвашлăха сума сăвакан пĕр урамлă пĕчĕк ялта Макçăмсем татах та çураласса шанас килет.
Е.АТАМАНОВА.
Анат Чаткас ял тăрăхĕ.