Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çын - хисеплĕ çын

01 июля 2015 г.

«Не смейся, брат, над сединою» (А.С.ПУШКИН).

 ÇЫН миçене çитсен ăна «ватă» теме пулать? Çак ыйту çине пĕр сăмахпа хурав пама çук. Пĕри утмăлта та хăйне ватă тесе шутлать, ахлатмасăр кунĕ иртмест. Тепри, пурнăçа юратаканни, сакăрвуннăра та çăмăллăн утма тăрăшать, ăшă кăмăлĕпе çынна савăнтарать. Паянхи сакăрвуннăри-сакăрвун пиллĕкри ватăсем эпĕ редакцие ĕçлеме килнĕ чух хĕрĕхри-хĕрĕх пиллĕкри вăйпитти çынсемччĕ. Карапай Шăмăршă ял Совечĕн председателĕнче вăй хунă В.П.Столяров, «Восход» колхоз председателĕнче ĕçленĕ М.Н.Ухваркин, «Аврора» колхоз председателĕ пулнă В.Г.Шикин, Кивĕ Чукал ял Советне пенсие кайичченех ертсе пынă А.В.Чурбанов, «Шемуршинский» совхоз директорĕн йывăр лавне туртса пынă М.И.Захаров, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă А.И.Гармонщиков тата ытти ветерансем тăван районшăн ыррине питĕ нумай тунă. Тĕрĕссипе, колхоз-совхоз тата предприяти-организаци саланса кайиччен ĕçленĕ çынсем пурте хисепе тивĕç. Вĕсем çак арканăва питĕ йывăрпа, чĕрисене ыраттарса йышăнчĕç. Асаттесем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăха çăмăлттай мăнуксем «Ур-ра!» кăшкăрса салатнине, витесемпе техника паркĕсене ишсе тăкнине курсан ветерансем куççуль юхтаратчĕç... Ĕçĕме пула районти ялсенче тăтăш пулма тивет. Вăтăр-хĕрĕх çул каялла районта малта пынă механизаторсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, бригадирсемпе, ферма заведующийĕсемпе, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чунтан тăрăшса ĕçленĕ вĕрентекенсемпе, халăх сывлăхне сыхлассишĕн хăйсен сывлăхĕсене шеллемесĕр вăй хунă медработниксемпе, хуть те мĕнле çанталăкра та ял çыннисене хаçат-журнал валеçнĕ почтальонкăсемпе курса калаçатăп та, чун-чĕре савăнăçпа тулать. Ылтăн çынсем вĕт эсир, тăванăмсем! Сирĕн çинче çĕршыв, республика, район тытăнса тăнă; эсир хăвăра шанса панă ĕçре тỹрĕ кăмăлтан вăй хунисĕр пуçне йышлă ача-пăча çуратса ỹстернĕ, çамрăксене ĕçе юратма вĕрентнĕ. Хисеплĕ ветерансемпе калаçатăп та, тепĕр чух вĕсем чунтан хурланса сăмахланине илтетĕп. Ватăсене паянхи çамрăксен тỹрккеслĕхĕ, вĕсем çынна хисеплеме пĕлменни, ĕçлеме юратманни, укçапа мула пуринчен мала хуни хытă пăшăрхантарать. Çынлăхпа сăпайлăх мĕнне те манса пыраççĕ. Ваттисем каланине итлесшĕнех мар, ăслă сăмахшăнах кỹрентерсе тăкаççĕ. «Ватă çын - тăватă çын», - тенĕ тахçан ĕлĕкех. Паллах, çак сăмах пĕлтерĕшĕ питех те анлă. Чăн малтан, ваттисен пурнăç опычĕ пысăккине, вĕсен ăслă сăмахĕ паянхи çамрăксемшĕн те ытлашши пулас çуккине ăнланмалла. Акă Китайра кашни ялтах сакăрвуннăран иртнисен канашне йĕркеленĕ, çак канаш ырламасăр пĕр пысăк ĕçе те татса памаççĕ. Туркменистанра ватă çынсенчен пил илмесĕр, вĕсен канашне итлемесĕр çурт лартма та, сад-пахча ĕрчетме те юрамасть. Ман шутпа, пирĕн район тата ял администрацийĕсем çумĕнче те ваттисен канашĕсене туса хурсан сиенĕ пулас çук. Вырăнти депутатсене суйланă чухне те йышра çамрăксем çеç ан пулччĕр. Пурнăçа лайăх пĕлекен, çăкăр çитĕнтерме вĕри тар тăкса вĕреннĕ ватăрах çынсем те ялшăн тата районшăн сахал мар усă кỹме пултараççĕ. Аслă ăру çыннисене Ваттисен кунĕнче çеç чыслани (ун чухне те хăшне-пĕрне «манса» хăвараççĕ) çителĕксĕр. Вĕсем хăйсене хисепленине куллен туйса тăччĕр. Лавккара та, больницăра та, район центрĕнчи кантурсенче те ваттисем ăшă сăмах илтчĕр. Манар мар: пурте ватăлатпăр, паян эпир тỹрккес те сивĕ кăмăллă пулсан ватăлсан хамăра та çавăн пек кỹрентерсе пĕтермĕç-ши?

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика