04 июля 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче 278- мĕш номерлĕ постановленипе Шăмăршă районĕн территорийĕнче июлĕн 1-мĕшĕнчи 17 сехетрен пуçласа, уйрăм хушу пуличчен чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хума йышăннă. Çак режимăн сăлтавĕ - типĕ те шăрăх çанталăк тăнине пула уй-хирте мĕн акни-лартни пысăк хăрушлăхра пулни. Çавăн пекех вăрманта та пушар тухас хăрушлăх çав тери пысăк. Тахçантанпах çумăр çуманнине пула нумай хирте çĕр çурăлнă, калчасем сарăхса типме пуçланă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертỹçисене шăрăха пула пысăк çухатусем пуласран оперативлă мерăсем йышăнма, çăлакан службăсене талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те хăйсен тивĕçне пурнăçламашкăн хатĕр пулма сĕннĕ. Граждансене чрезвычайлă лару-тăру режимне ăнланса йышăнма, вырăнти влаçсене пулăшу пама чĕнсе калатпăр.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикин Тĕп управленийĕ.
Пĕрлĕхлĕ «Шанăç телефонĕ» - 39-99-99.