04 июля 2015 г.
Çуллахи ăшă çанталăкра нумайăшĕ шыва кĕме тăрăшать. Çапла майпа канни, кĕлеткене уçăлтарни аван, çапах тимлĕхпе асăрханулăх çинчен самантлăха та манмалла мар. унсăрăн инкек тухма пултарать. Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн кăçалхи апрель уйăхĕнче иртнĕ ларăвĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Герман Майков çакнашкал статистикăпа паллаштарчĕ: «Çынсем путса вилнин тĕп сăлтавĕсем - ятарлă оборудованипе тивĕçтермен вырăнсенче шыва кĕни, çав шутрах - эрех ĕçсе ỹсĕрĕлсен ишес тени(75%)„Пăтăрмахсен ытларах пайĕ - 83%- республикăри пĕчĕк юханшывсенче, пĕвесемпе кỹлĕсенче пулать». Эрех-сăра ĕçсе пуçне минретнисемшĕн тинĕс те чĕркуççи таран çеç пек туйăнать ахăртнех, çавăнпа вĕсем нимĕн хăрамасăрах шыва кĕреççĕ, шар кураççĕ. Шел, ырă мар çакнашкал тĕслĕхсем кăçал та пулнă. Специалистсем шыв хĕрринче канас текенсене çакăн валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене суйласа илме сĕнеççĕ. «Хĕвеллĕ те çилсĕр çанталăкра, сывлăш температури 20-25, шывăн 17-19 градус ăшă чухне шыва кĕмешкĕн пуçламалла. Малтан шывра 10-15 минут тăмалла, ишсе кайиччен кĕлеткене шывпа сапмалла. Пĕве-кỹлĕре пĕр- пĕрне тытмалла вылямашкăн тăрăшмалла мар: тусăр сывлăш çавăрса илес вырăнне шыв çăтма тата тăнне çухатма пултарать. Ишекен çын шăнсан унăн алли-урине шăнăр туртас хăрушлăх пысăк. Ун пек чухне пĕр тăхтаса тăмасăр шывран тухмалла. Май çук-тăк ишмелли меслете улăштармалла - çурăм çине çаврăнса выртмалла. Алă пỹрнисем туртăннине туйсан алла чăмăртамалла, унтан хăвăрттăн уçмалла. Ура хырăмне шăнăр туртсан икĕ алăпа та ура тупанне тытмалла, хăвăр еннелле вăйпа туртмалла. Пĕçĕ мышцисем канăçсăрлантарсан урана тул енчен пакăлчак шăмминчен алăпа тытмалла, чĕркуççине хуçлатмалла, çурăм еннелле вăйпа туртмалла. Алă айĕнче йĕп е булавка пур-тăк унпа тирсе илмелле. Пляжра буексен леш енне ишсе каçмалла мар. Хумсем илĕртнĕрен карапсен çывăхне ишсе кайма юрамасть - аманас хăрушлăх пур. Халиччен курман-пĕлмен вырăнта тỹрех шыва сикмелле мар - пуçпа çĕре е тимĕр-тăмăр, тунката çине тăрăнма, мăй шăммине хуçма, тăн çухатса вилме пултаратăр. Унсăр пуçне ачăрсене хăйсем тĕллĕн çеç шыв хĕрринче канма ирĕк ан парăр», - сĕнеççĕ çăлавçăсем.