04 июля 2015 г.
Кăçалхи ултă уйăхра районта 66 ача çуралнă. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ ытларах Анна тата Кирилл ятсене килĕштернĕ. 20 çемьере - пĕрремĕш, 25 çемьере - иккĕмĕш, 15 çемьере - виççĕмĕш ача çуралнă. Йышлă çемьесенче çуралнисем - 6 ача. Çут тĕнчене 30 арçын ачапа 36 хĕрача килнĕ. Январь-июнь уйăхĕсенче пурĕ 19 туй кĕрленĕ. Мăшăрланакансен вăтам çулĕ - 18-34 çул. Уйрăммăн илсен, кăçал Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче 9 ача çуралнă, пĕр туй та кĕрлемен. Çавăн пекех Анат Чаткас ял тăрăхĕнче 4 ача çут тĕнчене килнĕ, пĕр туй та пулман. Ултă уйăхра Васан ял тăрăхĕнче - 3, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче - 4, Пуянкасси ял тăрăхĕнче - 7, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче - 2, Палтиел ял тăрăхĕнче - 8, Чукал ял тăрăхĕнче - 4, Шăмăршă ял тăрăхĕнче 25 ача çуралнине регистрациленĕ.
Т.МАТВЕЕВА.